Çутă çул
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
12 Майӑн 2021, 09:11

Асран кайми çулсем

Никама та манман, нимен те манăçман...

Аттесем, тетесем пуçне хунă:
Чулран тунă салтак улăп пек,
Пуç усмасăр тăрать кунĕн-çĕрĕн,
Çемйине курăнать тĕлĕкре.
Хăйпе хăй калаçать ват аннемĕр,
Мăшăрне тĕлĕкре курнипе.
Вырăнтан хаваспа сиксе тăнă,
Васкаварлăн кĕтсе илесле...
– Вăрçăран килеймерĕç нумайăн,
Пăрахсам аттене эс кĕтме.
Ан ман эсĕ – пурнăç саккунĕ,
Вилсен май çук чĕрĕлме...
Хăйпе хăй пуплешет ват аннеçĕм:
– Çупăрлатăп ăшшăн аçуна...
Вилнĕ пулсан та – чĕрĕ Паттăр,
Пăрахас çук кĕтме эп ăна!
Çулран çул пирĕн ватă аннемĕр
Хуйхăпа хавшатрĕ сывлăхне.
Ăсатрăмăр ăна куççуль витĕр,
Атте патне – ĕмĕрлĕхе.
Нина ВАСИЛЬЕВА.
Ульяновск облаçĕ.
Читайте нас: