Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
25 Майӑн 2021, 13:15

Юратăвăм, телейĕм, шанчăкăм...

Вулакансене çĕнĕ сăвăпа паллашма сĕнетпĕр.

*** Шӑп урамра. Ҫил ҫук. Вӗр ҫӗнӗ уйӑх.
Ҫиҫеҫҫӗ ҫӑлтӑрсем. Мӗн чуль мерчен!
Чуна тивет илем- каҫхи ытарлӑх.
Кӑмӑлӑма ҫӗклет ҫӳл тӳпене.
... Те тӗлӗк ку! Те чӑн?... Ӑнланаймастӑп:
Вӗҫеҫҫӗ Туйӑмсем... Епле ӗлккен!
Вӗсен варкӑшӗнче куратӑп ҫутӑ:
Ку- иксӗлми Юратӑвӑм иккен.
Юратӑвӑм- ачашлӑхӑм, хавасӑм!
Хӗрӳллӗ, илӗртӳллӗ эс, чечен.
Ман чӗрене кӗрсе вырнаҫайсассӑн,
Эс ун ҫине ан ҫак хура йӗвен.
Уҫ сывлӑшра йӑлтӑртатать Телейӗм.
Ӑмсанмалла-ҫке хӳхӗм, йӑл хӗлхем!
Хӑв шевлӳне мана парсам пӗр чӗптӗм.
Пурнӑҫӑма кӑштах кӗтрет кӳрсем.
Тӳр Шанчӑкӑм, Ӗненӗвӗм, аван-и?!
Кайман эппин эсир ман патӑмран.
Тавах сире ялан ҫумра пулнишӗн.
Эсир пуртан ҫунать чӗреҫӗм ман.
Ҫут Шанчӑкӑм- хӗм ҫӑлтӑрӑм, тӗрекӗм,
Вӑй-хал парсам, чӗртсем Хавхалану.
Ҫул-йӗрсене тасат, эс ӗмӗр вӗлкӗш.
Ан пӑрахсам мана, ҫут Ӗненӳ.
Ыр Шанчӑкӑм, Юратӑвӑм, Телейӗм,
Эсир пур чух ҫеҫ лайӑх ман кун-ҫул.
Ҫӳлти Хӑват ҫынна савса пилленӗ:
- Эс шан, юрат, ӗнен, телейлӗ пул!
Галина КĔМĔЛ.
Читайте нас: