Тăрăшса, вăй хурса, явăçтарса çынсене
Йĕркелерĕр «Шурă хурăн» ятлă ушкăна.
Хуласемпе ялсенче концертсем кăтартрăр
Ăсталăхăрпа савăнтарса çынсене
«Шурă хурăн» ушкăнпа.
Пур çĕрте те кĕтсе илчĕç ăшшăн,
Ырă кăмăлпа сире.
Хĕрĕх пилĕк çул тăрăшса
Ертсе пытăр «Шурă хурăн» ушкăна.
Пушкăртстан культурин хисеплĕ çын ятне пачĕç
Сирĕн ĕçĕре хакласа.
Сирĕн çинчен савса çыртăм,
Çамрăклăха аса илтерсе.
Нумай çул çÿрерĕм эпĕ те
«Шурă хурăн» ушкăна.
Чăваш халăх тумĕ тăхăнса,
Чăвашла юрăсем юрласа, пĕрле савăнтартăмăр
Ĕпхÿри, Шупашкарти чăвашсене.
Тăван халăх йăли-йĕркисене,
Ташă-юррисене манас марччĕ, упрасчĕ вĕсене.
Михаил ФЕДОТОВ, ĕç ветеранĕ,
Пишпÿлек ялĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.