+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Хĕвел пăхать ăшăтса,
Ту çамкисем хуралаççĕ.
Шыв кÿлленчĕкĕсем пухăнаççĕ
юр ирĕлнĕрен.
Вĕçсе килчĕç кураксем,
Вĕсем хыççăн шăнкăрчсем.
Çуркунне килнине систерсе,
çырмари йăмрасем çинче
вак туратсем пуçтарса
йăва çавраççĕ кураксем.
Эпир шăнкăрчсем валли
хатĕрлерĕмĕр йăвасем.
Çирĕплетсе çакрăмăр,
вĕсене йывăçсем çине.
Тав тăваççĕ кайăксем
хăйсен чĕлхипе пире
лайăх юрăсем юрласа.
Михаил Федотов,
ĕç ветеранĕ, Пишпÿлек ялĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: архивран.