Çутă çул
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
23 Майӑн 2023, 15:04

Юлашки шӑнкӑрав

Людмила Романова. Сăвă.

Юлашки шӑнкӑрав
Юлашки шӑнкӑрав

 

Сисӗнмесӗрех, васкавлӑн
Иртрӗҫ вӗреннӗ ҫулсем.
Ак паян эсӗ тухатӑн
Пӗлӳ паран керментен.

Улпут евӗр ҫийӳ -туму,
Кӗрнеклӗ халь ӳт -пӗвӳ,
Хӑвна ху та эс шанмастӑн:
Куҫ кӗски, суймасть -ши ку?

Аллунти чечексен ҫыххи
Хӑвӑн пекех илемлӗ.
Туяп, чуну хумхануллӑ
Иккӗленчӗклӗ куҫу.

Пӗр енчен-эс, савӑнӑҫлӑ
Шкул вӗренсе пӗтнипе.
Тепӗр енчен- тем хурлӑхлӑ-
Шкул пурнӑҫӗ иртрӗ ҫке...

Ӑнсӑртран эп аса илтӗм
Хам та шкул пӗтернине...
Янраса кайрӗ хӑлхара
Уҫӑ шӑнкӑрав сасси...

Хыҫалта юлнӑ ачалӑх,
Ҫарран чупнӑ вырӑнсем...
Шкулти туслӑхпа сатурлӑх
Маншӑн хаклӑ, чӗрере.

Мӗлтлетеҫҫӗ кино евӗр
Шкул вӗреннӗ самантсем:
Кашни ир шкула чупнисем,
Манайми ыр уроксем.

Пӗрремӗш вӗрентекенӗн
Сӑнӗ халь куҫ умӗнче...
Мӗн чӳл пире ҫын тӑвасшӑн
Тӑрӑшман пулӗ пурте.

Урока вӗренме манса,
Пӑрӑнсан тӗрӗс ҫултан,
Кам -ха тӗрлӗ меслет тупса
Кӑтартнӑ тӗрӗс ҫула?

Ырӑ ӗҫ тума вӗрентнӗ,
Сӑпайлӑх мӗн иккенне
Хӑйсен тӗслӗхӗпе куллен
Ҫирӗплетнӗ пирӗнте.

"Аслисене сума сусан-
Пулӑн эсӗ те сумра"-
Тесе пире вӗрентекен
Ӑнлантарнӑ чӑнлӑха.

Юлташлӑха тӗпе хурса
Туспа пурӑннӑ тату,
Хур курсан та, савӑнсан та
Ҫумра пулнӑ чӑн тусу.

Паттӑрсем ҫинче вӗреннӗ
Эпир юратма ҫӗре,
Вӗсем пекех харсӑр пулма
Вӗрентнӗ ыр кӗнеке.

Ӑнсӑртран вӑранса кайнӑн
Тухрӑм иртнӗ вӑхӑтран...
Умра тӑракан курӑма
Каллех лекрӗм шухӑшран...

Урамра илемлӗ вӑхӑт...
Пуҫланать шкулти уяв.
Юлашки хут паян янрӗ
Шкул пӗтернисене шӑнкӑрав.

Эс, янра-янра шӑнкӑрав!
Телей сун, ҫамрӑксене!
Хӑйсене шыраса тупчӗр
Мал пурнӑҫӑн авринче!

Ыр ӗҫсемпе, тӳр кӑмӑлпа
Уйрӑлса тӑччӗр вӗсем.
Шанӑҫпа кӑна тапайччӗр
Вут кӑварлӑ чӗрисем...

Нихӑҫан та асран тухмӗҫ
Шкул вӗреннӗ вӑхӑтсем.
Сӑнарӗсем асра юлӗҫ
Ытарми вӗрентекенсен.

 

Людмила Романова
Ситек ялĕ.

 

 

Юлашки шӑнкӑрав
Юлашки шӑнкӑрав
Юлашки шӑнкӑрав
Юлашки шӑнкӑрав
Юлашки шӑнкӑрав
Юлашки шӑнкӑрав
Юлашки шӑнкӑрав
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: