Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
21 Июнӗн 2023, 13:35

Сад ҫырли

Людмила Романова. Сăвă.

Сад ҫырли
Сад ҫырли

Людмила Романова. Сăвă.

Ӳстерепӗр тахҫанах
Сад пахчинче ҫӗр ҫырли.
Сарӑ хӗвел ӑшшипе
Выртать пиҫсе майӗпен.

Сад ҫырли илемӗпе
Ирттерет-ҫке пуринчен,
Йӑмӑх хӗрлӗ тӗсӗпе
Йыхӑрать хӑй патнелле.

Ун ытарми шӑршипе
Татмассерен киленен,
Йӑлтӑркка херлӗ тӗсӗ
Тутанса пӑхма хистет.

Ҫак ытарми ҫимӗҫе
Ҫу каҫа пӗрмай ҫисен
Сывлӑх пулӗ ҫирӗпрех
Сӑн та пулӗ хӗрлӗрех.

Сад ҫырлине пуҫтарса
Хатӗрлӗпӗр хӗллене,
Питӗ тутлӑ пулнипе
Ҫӑтас марччӗ чӗлхене.

Пур ҫырласенчен пахи,
Чӑн илемли те сипли
Сад пахчинчи ҫӗр ҫырли
Сывлӑхшӑн чи-чи кирли!

Ситек ялĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: архивран.

Сад ҫырли
Сад ҫырли
Сад ҫырли
Сад ҫырли
Автор:
Читайте нас: