Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Асӑмра

Людмила Романова. Сăвă.

Асӑмра
Асӑмра

Людмила Романова
Ситек ялĕ.
Чӑн илемлӗ вӑхӑт-
Тем тӗр кӗтнӗ ҫулла!
Ҫитрӗ ун ырлӑхӗ,
Савӑнӑҫ куҫ тулли.

Ман асӑмри ҫулла-
Шухӑшсӑр ачалӑх,
Тӑрса юлнӑ асра
Ӗмӗр асӑнмалӑх.

Лӑпкӑ тӳлек ирпе
Мӑшӑр куккук сасси
Ыйхӑран вӑратса
Ҫӗнӗ куна чӗнни.

Лаҫри кӑмакара
Пиҫсе тухнӑ ҫӑкӑр
Ытарми шӑршипе
Хӑй патне илӗртни.

Ӑшӑ ҫумӑр ҫуса
Ҫӗр питне шӑварса,
Асамат кӗперӗ
Ҫичӗ тӗспе ҫунни.

Тӗрлӗ тӗслӗ чечек
Таврара ҫурӑлса
Сар хӗвел питӗнче
Илемлӗхне сапни.

Кӗмӗл ҫуҫлӗ кӑлкан
Тинӗс пек хумханни,
Пархатарлӑ уй-хир
Хӑй патне илӗртни.

Ҫеҫен хир варринчи
Тулӑхлӑ тыр ани,
Ыраш пусси каллех
Сар шӑркана ларни.

Ҫӗр ҫырли хӗвелпе
Йӑмӑх хӗрлӗ пиҫсе,
Пылак шӑршӑ сарса
Уҫланка йыхӑрни.

Улӑхра чаш! та чаш!
Ҫавапа ут ҫулни,
Сунтал ҫинче ҫапнӑ
Ҫаван уҫӑ сасси.

Пыл шӑршиллӗ ҫаран
Кунӗпех сӑрлани,
Ун пылак сӗткенне
Хурт-хӑмӑр юратни.

Ача-пӑча куллен
Ҫырмара ҫуйхашни,
Вӑлтапа пуллине
Тытасшӑн маташни.

Ырми-канми ӗҫре
Ял халӑх пурӑнни,
Ҫукаҫа тем чухлех
Ӗҫ туса ӗлкӗрни.

Аякри ачалӑх
Паян кун та асра,
Унти ырӑ ҫулла
Ӑшӑтать-ҫке чуна.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Людмила Романова.

Асӑмра
Асӑмра
Асӑмра
Асӑмра
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: