Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
12 Июлӗн 2023, 12:31

Питрав ҫитрӗ

Людмила Романова. Сăвă.

Питрав ҫитрӗ
Питрав ҫитрӗ
Людмила Романова. Сăвă.

Ситек ялĕ.


Питрав! Питрав! Илемлӗ вӑхӑт!
Ҫырлалӑ, утлӑ ҫарансем!
Ҫӑтмах евӗрлӗ ҫутҫанталӑк,
Ҫуллахи хитре самантсем.

Эх! Ма-ха ҫак вӑхӑт кӗске-ши?
Пулсамчӗ вӑл кӑшт вӑрахрах,
Тур панӑ илемпе киленме
Кӑшт ҫеҫ пулин те нумайрах.

Мӗн ӗмӗртен чӑваш халӑхӗ
Чысланӑ Питрав уявне,
Утҫи пуҫланиччен савӑннӑ,
Чунӗпе каннӑ кӗрекере.

Така пусса шӳрпе пӗҫернӗ,
Хупнӑ кукӑльне ҫырларан,
Пускил, тӑванӗпе пухӑнса
Тав тунӑ, ыйтнӑ Турӑран.

Куккук авӑтмӗ Питрав иртсен
Текех кӑлармӗ сассине.
Кайӑксем чӗпӗсем ӳстерсе
Вӗҫтернӗ , янӑ ирӗке.

Ӳссе ҫитӗннӗ тӗрлӗ курӑк,
Ҫарансем лараҫ ҫеҫкере,
Туслӑн пухӑнса утта тухӗҫ
Курӑмлӑ пулӗҫ выльӑхсем.

Вӑрман хӗррипе ҫӗр ҫырлийӗ
Татса та пӗтерсе пулмасть,
Шала кӗрсен кӑрӑҫ кӑмпийӗ -
Шӑршине ытарса пулмасть.

Юлашки хут Питрав вӑййине
Ҫамрӑксем тухӗҫ каҫпала,
Ир пуличчен чунтан савӑнса
Кӗтсе илӗҫ ҫӗнӗ куна.

Янратӑр юрӑ-кӗвӗ уҫҫӑн,
Сасси сарӑлтӑр таврана.
Питрав! Питрав! Каллех эс ҫитрӗн,
Чун-чӗресем кӗтеҫ сана!

 

Питрав ҫитрӗ
Питрав ҫитрӗ
Питрав ҫитрӗ
Питрав ҫитрӗ
Автор:
Читайте нас: