Людмила Романова. Сăвă.
Ситек ялĕ.
(Манӑн киленӳ тӗнчи)
Ытарми хитре ӳсеҫҫӗ
Эпӗ акнӑ чечексем,
Илемӗпе тыткӑнлаҫҫӗ
Ҫут телейӗн пӗрчисем.
Тутлӑ шӑршине сараҫҫӗ
Илӗртсе хурт-кӑпшанка,
Пурӑнма вӑй-хал параҫҫӗ
Юратма хушса чуна.
Ҫӑлтӑр пек ҫунса лараҫҫӗ
Ытарайми пепкесем,
Вӗсене эп ҫупӑрлатӑп
Шӑварнӑ май ирсерен.
Ҫеҫкесен патша майрийӗ-
Ытарайми кӗлчечек,
Тинкерсе тӑранаймастӑн,
Кӑмӑл-туйӑм ирӗлет.
Кунта ӳсет шӑнкӑрав курӑк,
Салтак тӳмисем -ав лере,
Умра ларан утмӑлтурат
Тем каласшӑн тӗсӗпе.
Шутлас терӗм пӗррехинче
Чечексен ячӗсене,
Ҫитмӗле ҫитсен чарӑнтӑм
Вӗҫӗ ҫук пурпӗр тесе.
Алӑка уҫса ярап та
Тыткӑна лекеп каллех,
Киленмесӗр илемӗпе
Чунӑм канмасть ниепле.
Ӑшӑ ҫумӑрӗ шӑварсан,
Сар хӗвел ачашласан,
Пахчара -асамлӑх тӗнчи,
Ҫӑтмах аннӑн туйӑнать
Ҫуллахи илемлӗ самант,
Шел пулсан та пит кӗске,
Пахчари ҫеҫкесен тӗнчин
Ӗмри вӑрӑм пултӑрах.
Чечекленӗр илем кӳрсе
Черчен мерчен пӗрчисем,
Хам чӗрери юратӑва
Пайлӑп сирӗнпе пӗрех.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Людмила Романова.