Людмила Романова. Сăвă.
Иртсе кайрӗҫ питӗ хӑвӑрт
Ҫуллахи ырӑ кунсем.
Кӗркунне те ҫитсе тӑчӗ
Сапрӗ тӗрлӗ сӑрӑсем.
Пахча вӗҫӗнчи вӗрене
Ҫыхрӗ хӗрлӗ тутӑрне,
Айлӑмри йӑрӑс хурӑнсем
Сап-сарӑ кӑтра ҫӳҫпе.
Анкарти хыҫӑнчи уҫӑм
Илӗртет симӗс тӗспе.
Унӑн ҫийӗн сенкер пӗлӗт
Кӗтет сарӑ хӗвеле.
Ҫырма тӑрӑх йӑсӑрланса
Хӑпарать шурӑ тӗтре,
Ҫыран хӗрринчи йӑмрасен
Ҫулҫи юхать шыв ҫипе.
Вӑрмана кӗрсе тӑрсассӑн
Кӳ! ҫапать кӑрӑҫ шӑрши,
Пӗрлӗхенӗ те типмен- ха
Умра ларать-тат та ҫи!
Типсе пӗтнӗ сарӑ курӑк
Хуҫӑлать кӑшт пуснипе,
Тем пысӑкӑш танлӑ пиҫен
Кӑларнӑ хӑй мамӑкне.
Ӑнсӑртран куҫ умне тухрӗ
Хирте ӳснĕ улмуҫҫи,
Йӑтайми ларать ҫимӗҫӗ-
Йӳҫенкӗ-пылак улми!
Анлӑ катасем ҫаралнӑ
Пухса илнӗ тыррине.
Ҫитес ҫул валли алаҫҫӗ
Сӑмала тӗслӗ ҫӗрне.
Ытарайми сар кӗркунне
Тӗрлӗ тӗссемпе ҫунса
Куҫ илейми илемӗпе
Тыткӑнлать халь чунӑма!