Çутă çул
-3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
1 Октябрӗн 2023, 09:24

Ваттисен кунĕ

Алексей Семенов. Сăвă.

Ваттисен кунĕ
Ваттисен кунĕ

Алексей Семенов. Сăвă.
Ăхпуç ялĕ.

Ир-ирех паян мăнукăм
Кăшкăрать ман хăлхаран
"Асатте, паян сан куну.
Эс хаман та çывăран"

Эп пачах та ăнланмастăп-
Ман çуралнă кун та мар.
Шăп мана вăл тĕлĕнтерчĕ
Мерекеллĕ çав хыпар.

Асламăш те, Тур каçартăр,
Пике пек тумланнă май,
Тутине те хăй хĕретнĕ,
Сÿтĕлет пулас пĕр май.

"Мĕскер пулчĕ, мĕн амакĕ ?"-
Эп ыйтатăп мăнукран.
Хуравлать -"Ваттисен кунĕ,
Тĕнчипе пысăк уяв".

Сире эпĕ саламлатăп,
Ыр сунатăп чун-вартан,
Вăрăм ĕмĕр, пысăк пенси
Сирĕн пултăрах ялан!

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Ваттисен кунĕ
Ваттисен кунĕ
Автор:
Читайте нас: