Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
28 Октябрӗн 2023, 15:21

Юлашки чечексем

Людмила Романова. Сăва.

Юлашки чечексем
Юлашки чечексем

Людмила Романова. Сăва.
Ситек ялĕ.

Кӗрхи сад пахчинче
Юлашки чечексем
Теме шанса хаман
Кӑлараҫ папкасем.

Кӗлчечексем ҫаплах
Туясшӑн мар сивве,
Парка ҫеҫкисенпе
Илӗртеҫҫӗ пире.

Ытарайми лараҫ
Хризантем тӗмӗсем,
Кӗрхи хӗвел шевли
Ӑшӑтмасть вӗсене.

Питӗ шел уйрӑлма
Илемлӗх тӗнчинчен,
Тӑм ӳксен вӗтелет
Пӗр шелсӗр вӗсене.

Аскӑнчӑк сивӗ ҫил
Кассӑн-кассӑн вӗрсе
Айӑн-ҫийӗн лӑскать
Куҫ тулли илеме.

Вӗҫсе пӗтнӗ тахҫан
Улмуҫҫи ҫулҫисем,
Чие тӗмӗ ҫаплах
Хӗрлӗ шупӑрӗпе.

Ҫитес хӗл ҫывхарса
Хӑй ҫинчен систерет,
Пӗр шелсӗр таврана
Сивӗпе вӗлерет.

Пӑрланӗҫ ир ҫипе
Садри кӗлчечексем,
Асӑмран час тухмӗҫ
Хризантем тӗмӗсем.

 

Сăнÿкерчĕкесем: Людмила Романова.

Юлашки чечексем
Юлашки чечексем
Юлашки чечексем
Юлашки чечексем
Юлашки чечексем
Автор:
Читайте нас: