Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
23 Декабрӗн 2023, 17:15

Юр ҫӑвать! Юр ҫӑвать!

Мария Семенова. Сăвă.

Юр ҫӑвать! Юр ҫӑвать!
Юр ҫӑвать! Юр ҫӑвать!

Мария Семенова. Сăвă.
Ситек ялĕ.

Юр ҫӑвать! Юр ҫӑвать!
Тинех кӗтнӗ юр ҫӑвать
Шурӑ, кӑпӑшка, таса
Пӗтӗм ҫӗре ыталать

Пирӗн пӗчӗк Алюша
Васкать чупать урама
Ашшӗн ҫӗнӗ парнине
Кӑтартмалла-ҫке туссене

Ҫунашкине лаша пек
Кӳлсе янӑ хӑй хыҫне
- Ларӑр, паян манӑн ҫунашка
Ҫитме хатӗр таҫта та.

-Анчах эпӗ ывӑнсан
Туртӑр эсир мана та
Выляр-и туссем ҫапла
Шурӑ юрпа савӑнса

Шӑнкӑрав пек янраса
Илем кӳрсе урама
Чупса кайрӗҫ ачасем
Ҫӗн ҫунапа ярӑнма.
https://vk.com/id540699880

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Мария Семенова.

Юр ҫӑвать! Юр ҫӑвать!
Юр ҫӑвать! Юр ҫӑвать!
Юр ҫӑвать! Юр ҫӑвать!
Юр ҫӑвать! Юр ҫӑвать!
Юр ҫӑвать! Юр ҫӑвать!
Юр ҫӑвать! Юр ҫӑвать!
Юр ҫӑвать! Юр ҫӑвать!
Автор:
Читайте нас: