Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ҫӗнӗ çул

Мария Семенова. Сăвă.

Ҫӗнӗ çул
Ҫӗнӗ çул

Мария Семенова
Ситек ялĕ.


Мандарин шӑрши сарӑлчӗ
Пӗтӗм пӳлӗме
Хыр ҫинчи ҫӑлтӑр ҫуталчӗ
Йыхӑрса ачасене.

Ялкӑшать ҫӑлтӑр ҫутийӗ
Шӑнкӑртатать шӑнкӑрав
Килсе ҫитрӗ Хӗл Мучийӗ
Пуҫтарӑнса пит васкав.

Сухалӗ вӑрӑм та шурӑ
Кӑтра-кӑтра ҫакӑнать
Куҫӗсем ун ырӑ-ырӑ
Хӑй вара маттур кулать.

Чим-ха, мӗн ку, уринче ун
Асаттен шур пӑймисем?
Канхвит хутаҫҫи пысӑк ун
Асанне ҫӗлени пек.

Унта мӗн кӑна хуман пуль
Панулми, премӗк, ҫырла!
Шоколад та шыв та пур.
Ан ӳркен - ташла, юрла!

Хӗл Мучи йӑмӑк валли
Илсе килнӗ пукане
Хӑй тӗллӗн юрлаканни
Ҫаврӑнса ташлаканни

Ман валли-ҫке машина
Эпӗ ӗмӗтленнине!
Ӑҫтан пӗлнӗ-ши вара
Хӗл Мучи ман ӗмӗте?

Янӑрать савнӑҫлӑ юрӑ
Алла-аллӑн тытӑнса
Эх, ташлатпӑр тӑпӑр-тӑпӑр
Пӗтӗм чунтан савӑнса.

Ялан пул эс Хӗл Мучийӗм!
Сывлӑх сана асатте!
Кун-ҫулу вӑрӑм сан пултӑр
Савӑнтар мӑнуксене!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Мария Семенова.

https://vk.com/id540699880

 

Ҫӗнӗ çул
Ҫӗнӗ çул
Ҫӗнӗ çул
Ҫӗнӗ çул
Ҫӗнӗ çул
Ҫӗнӗ çул
Ҫӗнӗ çул
Автор:
Читайте нас: