Людмила Романова. Сăвă.
Ситек ялĕ.
Вӑранчӗ ҫанталӑк хӗлле ыйхинчен,
Хӗвелӗ пит ӑшшӑн ҫӳлтен хӗртнӗрен.
Шур юрӗ хуралчӗ, шыв пулчӗ, юхса
Тусем ҫинчен чупрӗ аслӑ ҫырмана.
Палкарӗ, кӗрлерӗ, шавларӗ ҫырма,
Хӑйне каллех вӑйлӑн, мӑнаҫлӑн туйса.
Ун хумӗ юхтарчӗ ҫуп-ҫап, ҫатрака,
Ҫыранӗ хупланчӗ шурӑ кӑпӑкпа.
Кунран кун хӗвелӗ ӑшшӑнрах пӑхать,
Вӗҫен кайӑк сасси уҫҫӑнах янрать.
Кӗрет- тухать шӑнкӑрч йӑвине пӗрмай,
Ши! шӑхӑрать парӗ ырра кӗтнӗ май.
Ҫыран тӑршшӗпех ама хупах ҫеҫки,
Ҫитнӗ ҫуркуннен чи пирвайхи
парни.
Вӗсем ҫине ларнӑ ӗҫчен пыл хуртсем
Сӑрлаҫҫӗ кӑна сар шерпет йӑтнӑҫем.
Куҫ тулли ытарми ҫурхи асамлӑх,
Эмелсӗрех, вӑрттӑн вӑл парӗ сиплӗх.
Ҫын тени сывалӗ хӑй ыр чунӗпе
Тӗнчи чечекленӗ пӗрмай ҫӗнелсе.
Ҫанталӑк вӑйӗпе нимӗн танлашмасть,
Этем ӑсӑпе ҫеҫ унпа тавлашать.
Каллех ешерӗ ҫке илемлӗн тӗнче,
Ах, епле мӑнаҫлӑ, чечен ҫуркунне!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Иван Григорьев.