Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ҫеҫке ҫурать ҫерем ҫинче çимӗк ҫеҫки ҫепӗҫҫӗн...

Людмила Романова. Сăвă.

Ҫеҫке ҫурать ҫерем ҫинче çимӗк ҫеҫки ҫепӗҫҫӗн...
Ҫеҫке ҫурать ҫерем ҫинче çимӗк ҫеҫки ҫепӗҫҫӗн...
Людмила Романова. Сăвă.
Ситек ялĕ.
Ҫеҫке ҫурать ҫерем ҫинче
Ҫимӗк ҫеҫки ҫепӗҫҫӗн.
Ҫинҫе ҫулҫисемпе ҫупать
Ҫил ҫинче ҫирӗпленсе.
 
Ҫупкӑм-ҫупкӑммӑн ҫеҫкине
Ҫимӗк ҫывхарса ҫитсен
Ҫыхӑсем ҫавӑрса ҫыхӑп,
Ҫитерӗп ҫӑва ҫине.
 
Ҫеҫке ҫурать ҫутҫанталӑк,
Ҫӑтмах ҫитнӗ ҫӗр ҫине!
Ҫуллахи ҫумӑрсем ҫусан
Ҫӗкленӗҫ ҫке ҫарансем.
 
Ҫулсерен Ҫимӗк ҫитсессӗн
Ҫиҫчӗр ҫак ҫут ҫӑлтӑрсем.
Ҫанҫурӑм ҫумне ҫунатсем
Ҫыпӑҫчӗр ҫӳле ҫитме.
 
Ҫурччӗр Ҫимӗкре ҫеҫкесем,
Ҫиҫчӗр ҫитмӗл ҫутӑпа,
Ҫаплах ҫӑвайччӗр ҫумӑрсем
Ҫарран ҫарана ҫулма.
 
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.
 

 

Ҫеҫке ҫурать ҫерем ҫинче çимӗк ҫеҫки ҫепӗҫҫӗн...
Ҫеҫке ҫурать ҫерем ҫинче çимӗк ҫеҫки ҫепӗҫҫӗн...
Автор:
Читайте нас: