Çутă çул
+17 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
10 Августӑн , 10:13

Утӑ уйӑх вӗҫленет, кӗр сывлӑшӗ сисӗнет

Людмила Романова,  Ситек ялĕ. Сăвă.

Утӑ уйӑх вӗҫленет, кӗр сывлӑшӗ сисӗнет
Утӑ уйӑх вӗҫленет, кӗр сывлӑшӗ сисӗнет
Людмила Романова
Ситек ялĕ. Сăвă.
 
Утӑ уйӑх вӗҫленет,
Кӗр сывлӑшӗ сисӗнет.
Ҫуллахи шӑрӑх кунсен
Вӑхӑчӗ иртсе килет.
 
Ҫаралнӑ ҫарансем ешӗл
Каю ӳсет ашкӑрсах,
Утӑ капанӗсем ҫӳллӗ
Карта тулӗ выльӑхпа.
 
Уй-хир тулли хӗвелҫаврӑнӑш
Илӗртет хӑй еннелле
Сарӑ кӗпеллӗ пикесем
Ҫавӑраҫ пӗрмай пуҫне.
 
Пыл тути калать тавралӑх,
Сĕрлесе тӑрать тӗнче!
Утарҫӑсен хӗрӳ самант
Ӗлкӗр уҫласа пылне.
 
Мӗн кӑна парнелемерӗ
Утӑ уйӑхӗ пире:
Пахча- ҫимӗҫ, тӗрлӗ ҫырла,
Уй-вӑрмансен тухӑҫне.
 
Савӑк чунпа ӑсататпӑр
Тупӑшлӑ Ут уйӑхне,
Ырра шанса ал паратпӑр:
-Иртех Ҫурла тӗпеле.
 
 
 
 
Утӑ уйӑх вӗҫленет, кӗр сывлӑшӗ сисӗнет
Утӑ уйӑх вӗҫленет, кӗр сывлӑшӗ сисӗнет
Утӑ уйӑх вӗҫленет, кӗр сывлӑшӗ сисӗнет
Утӑ уйӑх вӗҫленет, кӗр сывлӑшӗ сисӗнет
Утӑ уйӑх вӗҫленет, кӗр сывлӑшӗ сисӗнет
Автор:
Читайте нас: