Çутă çул
-19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
18 Кӑрлач 2025, 19:21

Шурӑ-шурӑ юр пӗрчи...

Мария Семенова, Ситек ялĕ. Сăвă.

Шурӑ-шурӑ юр пӗрчи...
Шурӑ-шурӑ юр пӗрчи...

 

Мария Семенова, Ситек ялĕ.

Шурӑ-шурӑ юр пӗрчи
Ахах евӗр, тем тӗрли!
Ӳкет ҫемҫен ҫӗр ҫине
Илӗртет юмах пире.
Юмах евӗр тӗнчене
Йыхӑрать хӗлле пире
Кӑпӑш тӳшекрен тӗкне
Хӗл Мучи сапать ҫӗре.
Шурӑ ҫулҫӑ ҫурнӑ йывӑҫсем
Йӑлтӑртатаҫҫӗ ҫивчӗ мерченсем.
Кӑшт лексенех сивӗ юр кӗрпи
Тӑкӑнать пӗр сассӑр. Хӗл ырри.
Хӗллене савӑннӑ ачасем
Ярӑнаҫҫӗ шавлӑн ту ҫинчен
Конькине ҫаврӑннӑ пӑймисем
Шакӑртатаҫҫӗ чупса пынӑҫем.

https://vk.com/id882736637

Сăнÿкерчĕкĕсем: Олеся Андреева.

Шурӑ-шурӑ юр пӗрчи...
Шурӑ-шурӑ юр пӗрчи...
Шурӑ-шурӑ юр пӗрчи...
Шурӑ-шурӑ юр пӗрчи...
Автор:
Читайте нас