+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Мария Семенова, Ситек ялĕ.
Сана пула эп ирӗккӗн сывлатӑп
Сана пула ӗҫлетӗп савӑнса
Хӗвел ҫути кашни кунах куратӑп
Ӗмӗтленме хӑятӑп пурнӑҫра!
Сана пула ҫураҫҫӗ ҫеҫкесем
Сана пулах юрлаҫҫӗ кайӑксем
Тур Амӑш сартӑр хӑйӗн ытамне
Вӑрҫӑ Туррин илтӗр пӗтӗм вӑйне!
Эсӗ, Салтакӑм, ҫирӗп тӑр!
Ҫӗршывӑн шӑпине сана шанса халь панӑ
Пул вӑйлӑ, тӗрӗс те хастар
Тӑшман сан умӑнта чӗтретӗр!