+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Мария Семенова, Ситек ялĕ.
Ах, Ҫӑварни, Ҫӑварни!
Тем пек тутлӑ икерчи!
Хӑналать пире анне
Лартса сӗтел хушшине.
Ҫийӑр, ҫийӑр, ачамсем!
Лӑпкать ҫурӑмран атте
Ҫилҫунат ҫунашкӑрсем
Кӗтсе ывӑнчӗҫ сире!
Хӗвел пӑхать илӗртсе
Шӑнкрав янрать хистесе!
Авӑ, мӑнрах ачасем
Кӳлсе ларнӑ лашасем
Ҫакнӑ пӗкӗсем ҫине
Тӗрленӗ алшӑллисем
Хӗрлӗ- кӑвак лентасем
Явӑнаҫҫӗ вӗҫнӗҫем!
Хӗрлӗ питлӗ хӗрӗсем
Ҫыхнӑ капӑр тутӑрсем
Мухтаса Ҫӑварнине
Шӑратаҫҫӗ юрӑсем
Сăнÿкерчĕкĕсем: архивран.