Людмила Романова, Ситек ялĕ.
Ҫатракаллӑ анлӑ улӑхра
Ҫеҫке ҫурнӑ лаштра ҫӗмӗртсем.
Вӗсем ҫине ҫӳлтен пӑхсассӑн
Витнӗ тейӗн шап-шурӑ пирсем.
Ҫуркуннен чӑн-чӑн илемлӗхӗ
Пуҫланать ҫӗмӗртсем ҫурӑлсан.
Ахальтен мар ҫепӗҫ туйӑмсем
Ҫуралаҫ ҫӗмӗртлӗ садсенче.
Асамлӑх тӗнчи кунта хуҫа,
Килсе аннӑн ҫулти пӗлӗтрен.
Ҫӗрӗпех ҫурса ҫак шӑплӑха
Шӑратаҫҫӗ юрӑ шӑпчӑксем.
Куҫпа пӑхса ытарса пулмасть
Ҫӑтмах евӗр илем тӗнчене,
Сӑмсана ах тур хыт кӑтӑклать
Ҫӗмӗрт ҫеҫкин ытарми шӑрши.
Хӗвел шевли улӑха анса
Ҫӗмӗрт ҫулҫи витӗр сӑрхӑнӗ,
Ҫеҫкисене ҫепӗҫ ӑшшипе
Ҫупӑрласа тем пӑшӑлтатӗ.
Вӑрӑм шерепеллӗ чечексем
Лӑпкӑн хумханаҫҫӗ ӑшӑ ҫилпе,
Ҫинҫе йӑрӑс сӑр тураттисем
Сӗртӗнеҫҫӗ хуллен пӗр-пӗрне.
Ҫӗмӗрт ҫеҫке ҫурсан -сивӗтет,
Теҫҫӗ халӑхра сӑнакансем.
Тӑм ӳксессӗн ҫеҫки тӑкӑнать
Шап -шуррӑн саланса сив ҫилпе.
Усал, кӑра ҫилӗсем килсе
Ан лӑскайчӗр шурӑ ҫӗмӗрте,
Сар хӗвелпе ӑшӑ ҫил пӗрмай
Вӑй выляччӗр ун илемӗпе.
Ҫурхи ӑшӑ ҫумӑрсем ҫуса
Улӑха тасатрӗҫ ҫӗнетсе.
Капӑр пӗркенчӗклӗ ҫӗмӗртсем
Чӗремре чӗртрӗҫ ӑш туйӑмсем.
Пулсассӑн та ытарми самант
Танлашаймӗ ҫак чӗр илемпе.
Ӗмӗтре кӗтетпӗр яланах
Тепре ҫӗмӗрт ҫеҫке ҫурасса.