Çутă çул
-19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
9 Майӑн 2025, 09:05

Нумай пĕлтерĕшлĕ асамлă сăмах Çĕнтерÿ!

Михаил Федотов. Сăвă.

Нумай пĕлтерĕшлĕ асамлă сăмах Çĕнтерÿ!
Нумай пĕлтерĕшлĕ асамлă сăмах Çĕнтерÿ!
Михаил Федотов, Пишпÿлек ялĕ.
 
Фронтра тĕрлĕ чĕлхепе 
калаçакан салтаксем
пĕр чăмăр пулса 
хастаррăн çапăçса тăшманпа
çывхартнă Çĕнтерĕве.
Заводсенчи станоксемпе
ĕçленĕ ачасем
унисем айне ещĕксем хурса.
Аслисем фронта кайнипе
вĕсен вырăнне.
Колхозсенче ĕçленĕ ачасем тăрăшса
аслисемпе пĕр тан пулса.
Кĕтÿ кĕтнĕ, суха туса лашапа
тырпул ÿстернĕ
фронта кирлине ăнланса.
Çулĕсемпе пĕчĕк пулсан та
шухăшĕсемпе пысăк çын пулса
Вылямасăр ÿснĕ вĕсем.
Пилĕк таран юр ашса
вăрман каснă хĕрарăмсем,
пăравуссем вутăпа çÿренине пĕлсе.
Çанталăка пăхмасăр
ĕçленĕ вĕсем тăрăшса.
Тыл çирĕп пултăр тесе
тăшмана тĕп туса çĕнтерме.
Историре пулман-ха
тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан,
туслă пурăнакан Раççей халăхне
чĕркуççи çинче лартса
тарçă пулса пурăнма.
 
 
Нумай пĕлтерĕшлĕ асамлă сăмах Çĕнтерÿ!
Нумай пĕлтерĕшлĕ асамлă сăмах Çĕнтерÿ!
Автор: Марина Иванова
Тегсем: #победа80
Читайте нас