Çутă çул
-19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
11 Майӑн 2025, 12:07

Вӑрҫӑ ачисем

Марина Иванова. Сăвă.

Вӑрҫӑ ачисем
Вӑрҫӑ ачисем
Марина Иванова. Шупашкар хули.
Вӑрҫӑра тӑшман ирсӗрле алхасрӗ,
Хӗн кӑтартрӗ пӗтӗм ҫутӑ тӗнчене.
Тӗпӗ-йӗрӗпе пурнӑҫа аркатрӗ,
Тӗлейне вӑрларӗ ҫӗн калчасенне.
 
Вӑрҫӑ ачисен чунӗнче пит тӑвӑр,
Куҫ умне килеҫҫӗ иртнӗ вӑхӑтсем.
Ҫунтарать ӑша, чӗрене те йывӑр,
Тарӑн йӗр хӑварчӗҫ выҫлӑх ҫулӗсем.
 
Тупӑ сассисем таврана янратнӑ,
Ял ҫынни хӑранӑ - мӗн кӗтет ыран?
Ҫӑкӑр ҫук ҫиме, выҫӑпа аптранӑ,
Вилӗм килсе ҫапӗ - тен, халех, паян...
 
Вӑрҫӑ ачисем авӑнса ӗҫленӗ,
Ҫӗр ӗҫне кӳленнӗ аслипе пӗр тан.
Йывӑр лавсене туллиех тиеннӗ -
Сывӑ ҫеҫ килсенччӗ ашшӗсем фронтран.
 
Сивӗ хӗл кунне ҫӑлӑнӑҫ шыранӑ,
Кӗҫӗннишӗн тӑнӑ пӗтӗм ӳт-пӗвпе.
Вӑрҫӑ терчӗпе, мӗскӗн, вӑйсӑрланнӑ,
Вӑхӑтсӑр тӗл пулнӑ хаяр вилӗмпе.
 
Вӑрҫӑ ачисем, сире пуҫ таятпӑр,
Ҫӗршыва сыхларӑр ирсӗр тӑшманран!
Ӗмӗр тӑршшӗпе хӗн-асап ан курӑр,
Савӑнӑҫ куҫҫулӗ тухтӑр куҫӑртан!
 
Сăнÿкерчĕкĕ: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
 
Вӑрҫӑ ачисем
Вӑрҫӑ ачисем
Автор:
Тегсем: #победа80
Читайте нас