Çутă çул
+14 °С
Облачно

Утать этем Тур ҫырнӑ ҫулпала

Мария Семенова. Сăвă.

Утать этем Тур ҫырнӑ ҫулпалаУтать этем Тур ҫырнӑ ҫулпала
Утать этем Тур ҫырнӑ ҫулпала
Мария Семенова, Ситек ялĕ.
 
Утать этем Тур ҫырнӑ ҫулпала
Мӗн-ши малта? Пӗлмест вӑл пайтах та
Кунсем, ҫулсем иртеҫҫӗ васкаса
Хыҫра юлаҫҫӗ алнӑ анасем.
 
Шӑтӗ-ши мӗн акни, мӗн тӑрӑшни?
Шӑтмасан та нимех тӑваймӑн
Ҫаплах кун хыҫҫӑн иртӗ кун
Ӗмӗт вара яланах пулӗ шанчӑкра.
 
Йӗри-тавра ыталайми тӗнче
Ҫак тӗнчере-ҫке тӗрлӗ кӗнчеле
Ҫӗр тӗрлӗ халӑх хушшинче
Этем тупать хӑйпе евӗрлине.
 
Ҫунат сарса вӗҫет шур кӑвакарчӑн
Кӑлӑкласа савать хӑй мӑшӑрне
Калас килет ун шӑппӑн-шӑппӑн
Чӗринчи тарӑн ӗмӗтне.
 
Такӑр ҫулпа утма аван ҫав
Тата ҫӗклемӗ йывӑр пулмасан
Ҫул тӑрӑх пӗччен мар, иккӗн пырсан шав
Телей мӗн иккенне ӑнланайсан.
 
 
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Мария Семенова.
Утать этем Тур ҫырнӑ ҫулпала
Утать этем Тур ҫырнӑ ҫулпала
Утать этем Тур ҫырнӑ ҫулпала
Утать этем Тур ҫырнӑ ҫулпала
Автор:
Читайте нас