Çутă çул
-19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
13 Июлӗн 2025, 09:41

Чарӑнса тӑр пӗр саманта...

Мария Семенова. Сăвă.

Чарӑнса тӑр пӗр саманта...
Чарӑнса тӑр пӗр саманта...
 
Мария Семенова, Ситек ялĕ.
Чарӑнса тӑр пӗр саманта
Ҫаврӑнса пӑх йӗри-тавра!
Епле илемлӗ халӗ таврара
Пурнатпӑр, тейӗн, ҫӑтмахра!
 
Пӗр пӗлӗт татӑкӗ те ҫук
Сенкер те ӑшӑ тӗпсӗр тӳпере.
Хӗвел васкать тусем хыҫне
Каҫ ӗнтрӗкӗ сарлать-ҫке ял ҫине.
 
Хирсем ҫинчен киле килеҫҫӗ выльӑхсем
Хӑй чӗлхипе тем калаҫаҫҫӗ-ха вӗсем
Пӗчӗк пӳтекӗсем чупаҫҫӗ амӑш хыҫӗнчен
Мӑнаҫлӑн та хуллен утаҫҫӗ ӗнесем
 
Кашнин кил картинче каҫхи шӑв-шав!
Улӑх тӑрӑх янрать куккук сасси, ав!
Ситрен-хутран вӗреҫҫӗ йытӑсем
Пӗтӗм чунтан чӗвӗлтетеҫҫӗ чёкеҫсем.
 
Ял шӑпланать. Канма каять хӗвел
Ун вырӑнне ҫут уйӑх тухать тӳпене
Шӑпчӑкӑн ҫепӗҫ юррипе
Савӑнма васкаҫҫӗ
ҫӑлтӑрсем.
 
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Иван Григорьев.
Чарӑнса тӑр пӗр саманта...
Чарӑнса тӑр пӗр саманта...
Чарӑнса тӑр пӗр саманта...
Чарӑнса тӑр пӗр саманта...
Чарӑнса тӑр пӗр саманта...
Автор:
Читайте нас