Çутă çул
-19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
29 Октябрӗн 2025, 11:37

Кӗр сӑри

Алексей Семенов. Сăвă.

Кӗр сӑри
Кӗр сӑри

 

Алексей Семенов,

Ăхпуç ялĕ.

Пишпӳлек уяв ирттерчӗ

Кӗр сӑрине чӳклесе.

Ҫав уявпа эп саламлатӑп

Тӗнчери чӑвашсене.

 

Кӗркунне ылтӑн йӑла пур

Чӑвашсен мӗн ӗлӗкрен.

Уй-хирте ӗҫсем пӗтсессӗн

Тыр-пулла вырса кӗртсен.

 

Ал арманӗ кӑлтӑр-кӑлтӑр

Ҫавӑрать ирех атте.

Ырашне хуллен, пӗр майӗн

Ярать ывӑҫпа анне.

 

Куҫ умне килсе тӑраҫҫӗ

Ҫакӑ иртнӗ самантсем.

Кĕр сӑрипе асӑначчĕҫ

Ӗлӗк-авал ваттисем.

 

«Тав Тура, — тесе калатчӗ

Кукамай чӗркуҫленсех. —

Тырӑ ӑнчӗ, ҫӑкӑр пулӗ,

Выҫӑ лармӑпӑр текех».

 

Ахальтен мӗн каламаҫҫӗ

Ҫав уйӑха Чӳк тесе.

Аслӑ Турра тав тӑваҫҫĕ

Вӗретеҫҫӗ сӑрине.

 

Кӗҫнерникун, Пукрав иртсессӗн,

Хӑмла сӑри йӳҫсе ҫитсен

Тӗп килте пуҫтарӑнаҫҫӗ

Тӑван-тӗркийӗ, кӳршӗсем.

 

Автанпа хуплу лартаҫҫӗ

Шӑртанне сӗтел варне.

Икерчӗ, кукӑль хураҫҫӗ

Чӗртеҫҫӗ ӑвӑс ҫуртине.

 

Тав Турра, тесе кил хуҫи

Кӑкшӑмне ҫӳле йӑтса.

Пахилле пирӗ Хуҫамӑр

Тепӗр ҫулччен пурӑнма.

 

Тӗппипелӗн ӗҫсе парӑр

Пулчӑр ачӑрсем сывах.

Телейпе тултӑр кил-ҫуртӑр

Выльӑх-чӗрлӗх ӑнтӑрах.

 

Кармунне тӑсса яратчӗҫ,

Янрататчӗҫ юррине.

Ҫавӑн пек уяв тӑватчӗҫ

Кӗр сӑрине чӳклесе.

 

Татах ҫапла хушса каласшӑн

Тав сире, пишпӳлексем,

Ӗлӗкхи чӑваш йӑлине

Асра тытса пынӑшӑн.

 

 

 

Кӗр сӑри
Кӗр сӑри
Кӗр сӑри
Кӗр сӑри
Автор:
Читайте нас