Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
17 Кӑрлач 2019, 16:29

Чăваш туйĕ

Чăваш туйĕ виçĕ кун пынă

Каччă енчен туй пуçĕ, хăйматлăх, кĕçĕн кĕрўсем уйăрнă. Туй пуçне мăшăрлă çынна, каччăн çывăх тăванне, туй йăлине лайăх пĕлекен çынна суйланă. Хăйматлăх авланман çын та, мăшăрли те пулма пултарнă. Вăл çамрăк çемьене упраканĕ шутланнă. Кĕçĕн кĕрўсем - каччăн авланман çывăх тусĕсем е тăванĕсем. Кĕçĕн кĕрў пулнă каччă авланнă чух çак çĕнĕ мăшăрăн ун туйне каймалла пулнă. Вĕсем ум саппун çакнă, илемлетнĕ карттус тăхăннă, аллине кĕске пушă, лентăпа капăрлатнăскере, тытнă. Туя каччин тăванĕсем, кўршĕсем кайнă. Туй арăмĕсем тырă акмасăр шурă тумпа тухман, хура шупăр е сăхман тăхăннă. Мăй çыххи, аму, ум саппун, кут хыç ленти çакнă.Туя эрне малтан чĕнсе çўренĕ.

Чи малтан туй пуçсем тухса кайнă. Вĕсене шур тутăрпа чĕркесе такмак парса янă. Унта мăшăрсăр шутпа укçа, эрех, çўхўпе тура хунă. Туй пуçĕсем çул тăваткалĕнче, чўк тунă вырăнсенче, вăрман кĕтессинче тĕрлĕрен турăсене парне (икерчĕ, кукăль) парса хăварнă. Туй пуçĕсем хĕр килне çитсен укçа тўлесе хапха уçтарнă.

Ĕçсе кайнă хыççăнах хĕр арча хатĕрлеме пуçланă.

Хĕре каччă туйĕ çитиччен кўршисем патне пытарнă, анчах хирĕç, е çул урлă каçса пытанма юраман.

Хĕр енчисем туй лавне хапха умне тухса кĕтсе тăнă. Каччăн лав çинчен икĕ урипе харăс пусса анмалла пулнă.

Хĕр илме каччă амăшĕ кайман. Вăл çĕнĕ çынсене хапха умĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Хĕре шур пир çине антарнă. Вăл лав çинчен хăш урапа аннине курма пуçтарăннă халăх хытă пăхнă. Сылтăм урапа пуссан — ывăл, сулахай урапа — хĕр çуралать тенĕ. Хĕр лав çинчен аниччен ул çумĕ хĕрĕн уринчен çăпатана хывасшăн туртнă. Çакна ура тăпăлтарни тенĕ. Хĕр вара ул çумне тутăр панă.

Хĕр виçĕ ал шăллипе, çăкăрпа, турăшпа килнĕ. Çăкăрне сĕтел çине хунă. Турăшне амăшĕ тур умне лартнă, ал шăллийĕсене пĕрне тур умне, теприне чăлан çумне, виççĕмĕшне куçкĕски çине çакнă. Хĕрпе каччине чăлан çумне лартнă.

Çамрăксем сĕтел хушшине ларса ĕçсе-çинĕ те юрласа ташласан хĕр килне хуплу çиме кайнă. Ваттисемпе пĕрле çўремен. Тем вăхăтран хыççăн халăх утарпа (турапа çўхў) килнĕ. Вĕсене кĕрекене лартса хăналанă. Унтан хĕре арăм тума кўрше илсе кайнă, анчах хăй килнĕ еннелле мар. Каччи те пĕрлех пынă. ĕçме-çиме те илнĕ. Хĕре арăм çи-пуçне хĕр тăванĕсем тăхăнтартнă. Пĕччен хĕрарăмăн ăна тумлантарма юраман. Арăм тумне тăхăннă хыççăн çĕнĕ çын сăра ĕçтернĕ. Каччине кĕпе тăхăнтартнă. Питĕ хытă ташланă. Хĕре арăм туса килсен кĕçĕн кĕрў çĕнĕ çыннăн шупăрне хывса, тутăрне салтса илнĕ. Çĕнĕ çын шупăр кĕсйинчен тутăрсем кăларса кĕçĕн кĕрўсене панă. Унтан çамрăк мăшăра шурă яшка çиме лартнă. Яшкине сĕтпе пĕçернĕ, пĕр çăмах çеç янă. Яшка çиме кĕçĕн кĕрўсем хĕр килĕнче çăлнă çăкăр сăмсине, витрене, шупăрпа тутăра хунă. Яшкана пĕрре сыпнă хыççăн виçĕ хутчен çўлелле сапнă. «Çак яшка пек, шураличчен пĕрле пурăнăр», — тенĕ. Яшкари çăмаха çĕнĕ çын кĕçĕн кĕрўсенчен укçа парса илнĕ, кайран ăна арча тĕпне чĕркесе хунă. Çамрăк мăшăра пĕр кашăкпа çитернĕ. Ăна та укçа парса илнĕ. Унтан каччă енчисене сĕтел хушшине лартнă. Вĕсене çĕнĕ çын парне панă. Лайăх пурăнма сунса лешсем те хирĕç парне панă. Каччи эрех ĕçтернĕ, хĕрĕ — сăра. Унтан хĕр тăванĕсене те сĕтел хушшине лартнă. ĕçсе-çисе ташă-юрă пуçланă. Каччă енчисем ташламан, юрламан. Хыççăн килекен халăх яланах шурă тумпа пулнă.

Шыв çулĕ уçма çĕнĕ мăшăр, тăванĕсем, кўршĕсем кайнă. Шыв туррисене асăнса çăла укçа пăрахнă. Шывне кĕçĕн кĕрўсем ăснă. Çĕнĕ çын тулли витресене виçĕ хутчен урапа тапса тăкса янă.

Ĕлĕк туй виçĕ куна пынă.
Читайте нас: