Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
18 Нарӑсӑн 2019, 14:32

Сăпка юрри шăрантарни пĕлтерĕшлĕ-и?

Сăпка юрри — халăхăн авалтан пыракан ырă йăлисенчен пĕри. Çепĕç кĕвĕллĕ, шăппăнрах юрламалли хайлавпа пĕчĕкскере лăплантарма, хăвăртрах çывăрттарма усă кураççĕ.

Амăшĕ пепкине ĕнĕрлесе ларакан юрă-кĕвĕ пĕлтерĕшĕ чăннипех пысăк.

Тухтăрсем сăпка юррине хĕрарăм çие юлсанах шăрантарма пуçламашкăн сĕнеççĕ. Çакă ача кĕтекеншĕн те, варта тĕвĕленнĕ пулас пепкешĕн те усăллă-мĕн. Çуралас ача амăшĕн сассине хăнăхса пырать. Варта аталаннă чухне пилĕк уйăхранах сасăсене уйăрма, ас туса юлма тытăнать вăл. Çавна май çуралсан амăшĕ юрланине илтсе ăна ăнланнă пек пулать, хăйне хăтлă туять.

Сăпка юррине пуринчен ытла пĕчĕкскере çывăрттарса ямашкăн юрлаççĕ. Апла пулин те, фольклорта çирĕпленнĕ жанрăн ачана педагогика воспитанийĕ парас пĕлтерĕшĕ те пысăк. Ывăл-хĕре ашшĕ-амăшне хисеплеме-юратма хăнăхтарас, тавралăхпа паллаштарас (чылай юрă текстĕнче çут çанталăкпа çыхăннă йĕркесем пур) йÿтĕмпе те хута каяççĕ кĕске хăйне евĕрлĕ хайлавсем.

Юрăсен кĕвви яр уçă ритмлă: çакă пĕчĕкскере лăпланма пулăшать. Пепке унăн витĕмне лекесси сăпка юррине мĕн таран ăшшăн, çепĕççĕн, лăпкă сасăпа шăрантарнинчен килет. Хайлав рифми юрра хитрелетет, ачашлăх кÿрет.

Пай, пай, паппа ту…

Аннÿ килсен тасатĕ,

Аçу килсен юратĕ,

Аппу килсен ачашлĕ,

Пиччÿ килсен сиктерĕ,

Учăкка, учăкка! тейĕ,

Пай, пай, паппа ту!
Читайте нас: