Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
13 Кӑрлач 2020, 19:13

Раштава халалласа

Тĕп тĕллев – çынсене халăх творчествине явăçтарасси, халăх историне вĕрентесси, ăс-хакăл хаклăхĕсене мала хурасси

Мĕн авалтан Руçре Христос çуралнă кун – Раштав уявĕ чи чаплисенчен пĕри пулнă. Çакнашкал нумай йăла-йĕркесемлĕ, халăх сăнавĕсемлĕ ытти уявсем çук та пулĕ. Çветкесем та Раштав хыççăн Кăшарниччен пыраççĕ. Çак вăхăтра халăх уйрăмах нумай савăнать, юмăç ярать тата ытти те.
Мелевĕспуçĕнчи ял клубĕнче Георги атте пил панипе пуçласа славильщиксем раштав каçĕ – «Рождественская овация» - ирттертĕмĕр.
Эпир — Надежда Ефремова, Галина Семенова, Лариса Васильева, Галина Иванова, Ирина Саливанова, Алена Еремеева, Ирина Фадеева, Валентина Саливанова колядкăсĕм юрларăмăр, Раштава мухтаса каларăмăр.
Уява Мария матушкăна, Ăхпуçĕнчи приход старостине Алексей Семенова хăнана чĕннĕччĕ. Хушăлка çынни, халĕ Санкт-Петербургри Тĕн академийĕн ректорĕ Дмитрий Петров колядкăсем юрларĕ.
Алена ЕРЕМЕЕВА,
Мелевĕспуçĕнчи клуб заведующийĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Алена ЕРЕМЕЕВА.
Читайте нас: