Кăшарни - тĕп христиан уявĕсенчен пĕри, унпа январĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа 19-мĕшĕччен пыракан Раштав çветкисем вĕçленеççĕ. Вакăра (прорубь) шыва кĕни уявăн уйрăлми пайĕсенчен пĕри шутланать. Пăрлă шыва чăмса тухни усăллă тата хăрушсăр пултăр тесен темиçе правилăна шута илмелле. Çакна уйрăмах пуçласа шыва кĕме шут тытнисен асра тытмалла.
1. Шыва хăвăрт кĕрсе тухмалла
Шыва урапа тĕрĕслесе тăрсан, васкамасăр аппалансан организма хĕн килет. Кăшарни вакне е шывне мĕн чухлĕ хăвăртрах кĕрсе тухатăр, çавăн чухлĕ лайăхрах. Шыва кĕрĕр те тухăр та.
2. Шывра 20 çеккунтран ытла тамалла мар
Пуçласа шыва кĕрекенсен çакна уйрăмах тимлемелле. Вакăра 10 çекунтран сахалрах та пулмалла мар, çак вăхăтра юн чĕре патне çитсе кутăн кайма ĕлкĕрмелле.