Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
15 Кӑрлач 2020, 15:57

Кăшарни шывĕ сиплет

Православи уявне Пăслăк ял Совечĕн ялĕсенче мĕнле хатĕрленни çинчен ял тăрăх пуçлăхĕ Юрий Александрович Васильев каласа пачĕ.

— Йăлана кĕнĕ тăрăх, январĕн 18-мĕшĕнчен 19-мĕшнехи çĕрле эпир Пысăк çăлти купеле хатĕрлетпĕр. Çак ĕçе административлă мĕнпур учрежденисем, ял халăхĕ хастар хутшăнаççĕ. Çăл патне çула тасатассишĕн Александр Милютинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ яваплă. Çăл патĕнче Пăслăкри вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсем тасатаççĕ. Кашни çул унта курăк чейĕ вĕрететпĕр, икерчĕпе сăйлатпăр.
Пăслăк ял Совечĕ ял тарăх депутачĕпе Алексей Геннадьевич Исаевпа кăçал Пысăк çалти купельпе ăшă урай тăвассине сÿтсе яврăмăр. Виçĕ кун тăршшĕпе ял старостипе Федор Власовпа Леонид Поликарпов водитель çалти шыв тасалăхĕшĕн явап тытаççĕ. Кĕскен каласан, Кăшарнинче шыв кĕме ункайла та хăрушсăр пултăр тесе пурне те тума тăрăшатпăр.
Айгуль ГАРЕЕВА çырса илнĕ.
Читайте нас: