Юмăç пăхакансен вăрмана е парка çитмелле. Хĕрĕн куçне тутăрпа хупламалла. Унăн йывăç тупмалла. Ăна тимлĕ сăнамалла. Вăл упăшка мĕнлерех пулассине кăтартрĕ.
Çÿллĕ, çÿхе те яка хупăллă йывăç — çамрăк та илемлĕ мăшăр тупасса. Катрашкаллă, хулăм хупăлли — нĕрсĕр пит-куçлă арçынна качча тухасса. Хуппи вистеннĕ пулсан чухăн çынпа венчет тăрасса. Авăнчăк, çурăк йывăç — ватă та чирлĕ çынна качча тухасса. Çÿллĕ те сарлака йывăç — сывă та вăйлă каччă тĕлне пуласса.
Пикен савни пирки шухăшламалла. Пĕрле пулас шанчăк пур-и? Шăрпăк курупки илмелле. Айккисемпе икĕ шăрпăк тăратмалла та чĕртмелле. Шăрпăк пуçĕсене тимлĕ сăнамалла: хире-хирĕç пăхакансем пĕр-пĕрне килĕштереççĕ, пĕрле пулас шанчăк пур.
Çурçĕрте турилккене шыв ямалла. Пĕр чĕптĕм кĕл, чĕптĕм тăвар, чĕптĕм сахăр ямалла. Шыва пăтратмалла. Унăн çийĕ лăплансан хĕрпе каччă çÿç пĕрчисене ямалла. Çывăрма выртмалла. Ирхине турилккене сăнамалла. Çÿç пĕрчисем юнашар-и? Çакă юратăва палăртать. Çÿç пĕрчисем пĕр-пĕринчен аякра тăк мăшăр уйрăлать. Путнă çÿç пĕрчи чире систерет.
3 стакан илмелле те вĕсене шыв тултармалла. Пĕрремĕшне — сахăр, иккĕмĕшне — тăвар, виççĕмĕшне ылтăн çĕрĕ ямалла. Юмăç яраканăн куçне хупламалла. Ыттисем çак вăхăтра стакансене вырăнĕпе улăштараççĕ. Тăварлă шыв — ăнăçсăр юратăва. Пылак шыв — телейлĕ юратăва. Çĕрĕлли часах качча тухасса систерет.