Çутă çул
-3 °С
Юр
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
7 Нарӑсӑн 2020, 16:31

Православи календарӗ

Мартăн 2-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 18-мӗшӗччен — Аслă типӗ — Мăнкун типпи.

Куçса пыракан праçниксем
Апрелӗн 12-мӗшӗ — Турă Иерусалима кӗнӗ кун — Кăчкă праçникӗ (Вербное Воскресенье).
Майăн 28-мӗшӗ — Мăнкун иртсен хӗрӗх кунтан Иисус Христос Елеон тăвӗ çинчен пӗлӗте хăпарни — Вознесени.
Июнӗн 7-мӗшӗ — виç-ипостаçлă Таса Турă кунӗ. Мăнкун иртсен аллăмӗш кун пулакан уяв — Троица (Çимӗк).
Куçман праçниксем
Январӗн 7-мӗшӗ — Иисус Христос çуралнă кун — Раштав.
Январӗн 19-мӗшӗ — Хăва тӗмӗнче Турă курăнни. Иисус Христос шыва кӗнӗ кун – Кăшарни.
Февралӗн 15-мӗшӗ — Кӗтсе илме кайни, хирӗç тухса кӗтсе илни – Сретени.
Апрелӗн 7-мӗшӗ — Тасаран Таса Хӗре Ырă Хыпар пӗлтерни –Пăлхавăшни.
Августăн 19-мӗшӗ — Турă çап-çутă пулса курăнни – Преображени.
Августăн 28-мӗшӗ — Турă Амăшӗ леш тӗнчене канăçланса куçса кайни — Успени.
Сентябрӗн 21-мӗшӗ — Турă Амăшӗ çуралнă кун.
Сентябрӗн 27-мӗшӗ — Хӗресе çӗклесе кăтартни — Воздвижени.
Декабрӗн 4-мӗшӗ — Таса Хӗре, пулас Турă Амăшне Марийăна Чиркӗве кӗртни — Введени.
(Малалли пулать).
Читайте нас: