Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
10 Нарӑсӑн 2020, 09:58

Православи календарӗ (2)

(Пуçламăшĕ февралĕн 7-мĕшĕнчи страницăра).

Аслă праçниксем
Январӗн 14-мӗшӗ – Турă ÿтне Моисей йăлипе кастарни — Обрезани.
Апрелӗн 19-мӗшӗ — Христос чӗрӗлнӗ Аслă кун — Мăнкун.
Июлӗн 7-мӗшӗ — Иоанн Креститель çуралнă кун, ырлăх илес умӗн килекен кун.
Июлӗн 12-мӗшӗ — Çветтуй Петрпа Павел апостолсен кунӗ. Çырла çимелли кун — Питрав.
Сентябрӗн 11-мӗшӗ — Иоанн Предтеча пуçне каснă кун.
Октябрӗн 14-мӗшӗ — Таса Турă Амăшӗн Çивитти хÿтти кунӗ — Пукрав.
Нумай кун тытмалли типӗсем
Мартăн 2-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 18-мӗшӗччен — Аслă типӗ — Мăнкун типпи.
Июнӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 11-мӗшӗччен — Питрав типпи.
Августăн 14-27-мӗшӗсенче — Успени типпи (Сăпас типпи).
Ноябрӗн 28-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 6-мӗшӗччен — Раштав типпи.
Пӗр кун тытмалли типӗсем
Январӗн 18-мӗшӗнче — Турă шыва кӗрес умӗнхи кун.
Сентябрӗн 11-мӗшӗнче — Иоанн Предтеча пуçне каснă кун.
Сентябрӗн 27-мӗшӗнче — Воздвижени. Хӗресе çӗклесе кăтартнă кун.
Тата çаплах типӗсӗр эрнепе Çветке вăхăчӗсӗр пуçне çулталăк тăршшӗпе юнкунпа эрнекун.
(Малалли пулать).
Читайте нас: