Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
13 Нарӑсӑн 2020, 13:57

Ҫăкăр

Ҫăкăр сěтел ҫинче яланах уйрăм хисеплě вырăн йышăннă. Вăл сăваплă шутланнă, ăна касма ҫемье пуҫне е ҫемьери чи хисеплě ҫынна ҫуҫ шанса хушнă. Ҫăкăр пěҫересси аслă хěрарăм аллинче – хунямара пулнă. Сăваплă ěҫ патне кине пěрремěш ача ҫуратсан кăна явăҫтарнă.

Паллă чăваш çыравçи Анатолий Емельянов çаплă каласа парать: «Авалтанах чăваш çăкăр хакне пĕлнĕ. Тавлашсан та, хăй чăн каланине ĕнентернĕ чух та, тупа тунă чух та яланах çăкăр татăкĕ тытать, тăвар сапса пурин умĕнче çиет. Ку вăл чи сăваплă тупа. Чăвашсем çăкăрпа тупа тунă чух суйсан хăçан та пулин инкек пырса çапатех тесе шутланă». Чăваш çăкăрсăр пĕртте апатланмасть, темелле. Халăх хăй тĕнĕпе пурăннă саманара çăкăр сăваплă çимĕç шутланнă, ăңа çемьере аслисем кăна касма тивĕç пулнă.
Çăкăр пирěн мăн асаттесен чи кирлě тата тěп апачě пулнă. Ăна ыраш ҫăнăхěнчен ҫеҫ пěҫернě, тулă ҫăнăхěнчен – сайра хутра. Чустана каҫхинех хурса лартнă. Çăнăха кункăра ҫине алапа аланă. Кăвас чěресне ăшă шывпа чӳхесе илнě те унта ҫăнăх, ҫěпре (е кăвас тěпě), ăшă шыв янă та пăтратнă май ҫапла каланă: «Хăвăртрах йӳҫ, ачасем ҫăкăр ҫиесшěн». Унтан чěресе ал шăллипе витсе хытă туртса ҫыхнă та ăшă ҫěре лартнă. Ирхине ирех кил хуҫи хěрарăмě хăпарнă чустана ҫăнăх хушса 15-20 минут хушши ҫăрнă. Çăрса пěтерсен чустана унтан-кунтан ҫапса : «Хăвăртрах хăпар, ачасем ҫиесшěн»,- тенě. Унтан чěресе каллех ал шăллипе витнě, чустана хăпарма 1,5-2 сехетлěхе лартнă. Çав хушăра кăмака хутса янă. Вутă ҫунса пěтсен кăварне вучаха туртса кăларнă, кăмака тěпне вара кăмака мелкипе йěпетсе шăлса тасатнă. Чустана хăпартсан ăна ҫăкăр тирěкěсене хунă та каллех ал шăллипе витнě. Унтан чустана виҫҫěмěш хут хăпартнă. Унтан чустана ҫăкăр кěреҫи ҫине илсе хунă та шывпа йěпетсе алăпа тикěсленě. Çăкăр ҫинче пӳрнепе 5 шăтăк е хěрес тунă.
Çуллахи вăхăтра ҫăкăра купăста ҫулҫи ҫине хунă, ытти чухне вара кăмака тěпне лайăх шăлса тасатнă та ҫаплипех лартнă. Кěреҫе ҫинчи ҫăкăра кăмакана лартсан питлěхе хупнă. Тепěр ҫур сехетрен питлěхне уҫнă. Кăмакаран пăс тухнă, хытнă ҫăкăрсене кăмака тěпне ҫыпăҫса ларасран вырăнтан майěпен хускатнă. Унтан каллех питлěхе хупнă, ҫапла 1 сехет тытнă.
Çăкăр пиҫнипе пиҫменнине хăйă чиксе пăхса тěрěсленě. Чуста хăйă ҫумне ҫыпҫăнмасан – ҫăкăр пиҫсе ҫитнě. Çăкăра кăмакаран кăларнă та айăккăн ҫавăрса пиччěн енěпе стена еннелле пăхтарса хунă. Çăкăра нихăҫан та вěрилле ҫимен. Чăтăмсăр ачасене вара ҫапла каланă: «Кăштах тăхта, ҫăкăр анна ҫине кайрě, часах килет».
Читайте нас: