Февралĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 1-мĕшĕччен авалхи йала-йĕркепе Çăварни эрнине ватти-вĕтти пурте палăртаççĕ. Мĕн авалтан çурхи пĕрремеш уява — ăшăпа хĕвел сивве çĕнтернине — эрне тăршшĕпе уявлаççĕ. Кашни кунăн ячĕ пур.
Ĕнер Культура керменĕ умĕнче хаваслă кĕвĕ янăрарĕ, юрăсем илтĕнчĕç. Юр çунине пăхмасăр, хаваслă ведущисем тата «Вдохновение» вырăс халăх юррин ансамблĕ халăха савăнтарчĕç.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.