Пухăннисене район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусем тата кадр тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕ Артур Зарипов çуркунне çитнĕ ятпа саламларĕ, уявла кăмăл-туйăм сунчĕ.
Унтан тĕрлĕрен вăйă-кулă, конкурссем пуçланчĕç. Пишпÿлекри Культура керменĕн артисчĕсем халăха савăнтарчĕç, çынсем вĕри чейпе тата икерчĕпе сăйланчĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх иртсе пыракан хĕлĕн символне — катемпие çунтарчĕç. Çапла, ĕнертен календарьпе çуркунне пуçланчĕ!
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.