Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
5 Кӑрлач 2022, 21:01

"Сăмавар парачĕ" иртнĕ

Январĕн 5-мĕшĕнче районти нумай ялсенче "Сăмавар парачĕ" иртнĕ.

"Сăмавар парачĕ"  иртнĕ
"Сăмавар парачĕ" иртнĕ

Январĕн 5-мĕшĕнче районти нумай ялсенче "Сăмавар парачĕ" иртнĕ.
Хӗллехи сивӗ кун вӗри, тутлӑ шӑршлӑ курӑк чейӗ сӑмавартан ӗҫме сӗнни питĕ те аван!
Урамри площадьре чӑрӑш умӗнче Пăслăкри СМФК сӑмаварĕ вырнаçнă. Сĕтел çинче икерчӗ тата тутлӑ апат-ҫимӗҫ нумай. Ял ҫыннисене сӗтел патне савӑнӑҫлӑ кĕвĕ чĕннĕ. Килнĕ хӑнасем Ҫӗнӗ ҫула мӗнле тата ӑҫта кĕтсе илни ҫинчен каласа панă, клуб ӗҫне хăйсен шухăш-кăмăлне хăварнă, ташланă, тутлӑ чей ӗҫтернĕшĕн тав тунă.
Çавăн пекех парадсем Ситекпуç тата Кистенлĕ ялĕсенче тата ытти ялсенче те иртнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: уçă çăлкуçсенчен.

 

"Сăмавар парачĕ"  иртнĕ
"Сăмавар парачĕ"  иртнĕ
"Сăмавар парачĕ"  иртнĕ
"Сăмавар парачĕ"  иртнĕ
"Сăмавар парачĕ"  иртнĕ
"Сăмавар парачĕ" иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: