Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
19 Кӑрлач 2022, 11:02

Турă шыва кӗнӗ уяв ячӗпе!

Вакка шыва кӗретӗр-и эсир?  

Турă шыва кӗнӗ уяв ячӗпе!
Турă шыва кӗнӗ уяв ячӗпе!

Вакка шыва кӗретӗр-и эсир?

Шӑпах ҫав кун шыв сиплӗ вӑй илет, вакӑра шыва кӗнӗ ҫын вара сывлӑхлӑ пулать тата ҫулталӑкӗпех чирлемест тесе шутлаҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче православи христианĕсем чиркӳ праҫникӗсенчен пӗрне — Ҫӳлхуҫа шыва кӗнине паллӑ тӑваҫҫӗ.

Христиансен пысӑк уявӗ авалхи историпе çыхăннă, унăн тӗп йӑла-йӗрки шыва светит туни шутланать, ҫав шыв ҫулталӑк тăршшĕпе хӑйӗн ырӑ пахалăхĕсене упраса хӑварать. Уявра ӗненекенсем храма литургие ҫӳреҫҫӗ. Халӑх йӑлипе ҫак кун пӑрлӑ шыва кӗреççĕ, пит-куçа, алăсене çал шывĕпе çăваççĕ.

Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пишпӳлек район администрацийӗн представителӗсем комисси йышӗнче шыва кӗрекенсене Турă шыва кӗнĕ кунра шыва кĕмелли вырăнсене хатӗрленине тĕрĕсленĕ. Пишпÿлек ялӗнче Сыпатăра тата Пăслăкри Пысӑк ҫӑлкуҫа кайса курнă. Комисси Шыва кӗмелли вырӑнсене майлаштарас ӗҫе йӗркелесси хӑрушсӑрлӑх требованийӗсемпе килӗшсе тӑнине палӑртрӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацийĕн социаллă сетьри страницинчен.

Турă шыва кӗнӗ уяв ячӗпе!
Турă шыва кӗнӗ уяв ячӗпе!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: