Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
20 Кӑрлач 2022, 21:15

Ситекпуç çыннисем шыва кӗнӗ

Ҫветтуй уявӗ сирӗн ҫуртӑрсене канӑҫлӑх, юрату, ӑшӑлăхпа ырлӑх тултартӑр.

Ситекпуç çыннисем шыва кӗнӗ
Ситекпуç çыннисем шыва кӗнӗ

Шыва кӗнӗ каҫ Ситекпуç ҫыннисем форель ферминчи ҫӑл патне таса шыв ӑсма тата вакăра шыва кӗрсе тухма кайнӑ.
Пирӗн мӑн асаттесем ӗлӗк-авал шыва кӗнĕ каç сывалмалли, хытӑ юратмалли, качча каймалли тата ытти йӑла-йӗркесем ирттернĕ. Качча тухма ӗмӗтленекен хӗр чӳрече ҫинче ҫурта ҫутнӑ. Ӳкекен юр ҫине пӑхса вӑл ҫапла каланӑ: "шыва кӗнӗ каçхи юр пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитиех нӳрлӗ ҫӗре витнӗ пек, манӑн пуҫӑма та туй тумӗ тӑхӑнтарттӑр. Аминь". Ҫак уявра юр хӑйӗн асамлӑ хӑвачӗпе çветтуй шывран кая мар. Питне юрпа ҫуса, пирӗн мӑн асаттесем илемлӗхе нумайлӑха упранӑ. Манӑҫа тухнӑ йӑла-йӗркесене ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратни шыва кӗнӗ каҫ пулнӑ.
Ҫветтуй уявӗ сирӗн ҫуртӑрсене канӑҫлӑх, юрату, ӑшӑлăхпа ырлӑх тултартӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Ситекпуç çыннисем шыва кӗнӗ
Ситекпуç çыннисем шыва кӗнӗ
Ситекпуç çыннисем шыва кӗнӗ
Ситекпуç çыннисем шыва кӗнӗ
Ситекпуç çыннисем шыва кӗнӗ
Ситекпуç çыннисем шыва кӗнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: