Сӑпка юрри — авалхи жанрсенчен пӗри, халӑх историйӗ панӑ тӗлӗнмелле парне: сыпӑкран сыпӑка куҫса пыракан фольклор юрри - паянхи кунччен. Сӑпка вӑл — амӑшӗпе пӗчӗк ача пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑни, пӗчӗк ачан ачаш туйӑмӗсене кӑтартмалли, ӑна хӳтлӗхпе хӑрушсӑрлӑх туйӑмне парнелемелли тӗп майсенчен пӗри. Мероприятин иккӗмӗш пайӗ "Чӑваш сӑпка вӑрттӑнлӑхӗ" сӑпка юррине шӑрантаракансен конкурсӗ пулнă. Ҫак конкурса хутшӑнакансем Çирĕклĕ, Ситек, Ăхпуç, Хушăлка, Ситекпуç библиотекисен вулавҫисем пулнӑ. Конкурса хутшӑнакан кашниех хӑйӗн номерне интереслӗ япала кӗртме, юрлама кăна мар, театрализациленӗ спектакле кӑтартма тӑрӑшнă.
Мӗн вӑл сӑпка тата ача пурнӑҫӗнче сӑпка юрри мӗнле ӗҫ туса пырать? Шӑпах ҫак темӑпа Пишпӳлекри тӗп библиотека ҫумӗнчи чăваш халӑхӗпе ӗҫлекен секторта иртнӗ "Чӑваш сӑпка юрри" фольклор уявне халалланӑ. Уявӑн пӗр пайне чӑваш наци апатне халалланӑ. Чӑваш пӳрчӗн импровизациленӗ кӗтесӗнче мероприятие хутшӑнакансем хатӗрленӗ тĕрлĕ апат пурччӗ: шăрттан, пÿремĕç, йăва, икерчĕ, кăмака улми, çăмарта. Ӗлӗк чӑвашсем хӑйсен хӑнисене мӗнпе хӑна тунӑ-ха? Ҫав наци апат-ҫимӗҫне мӗнле хатӗрленни — пуян кĕрекере калаҫӑва малалла тӑсни пулнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.