Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
24 Мартӑн 2022, 10:29

Авалхи йӑла япалисем - уйрӑм тӗнче

Çирĕклĕри культура çурчĕнче "Пушкин картти" проект шайӗнче "Авалхи календарьпе" пӗлӳ программи иртнӗ.

Авалхи йӑла япалисем - уйрӑм тӗнче
Авалхи йӑла япалисем - уйрӑм тӗнче

Çирĕклĕри культура çурчĕнче "Пушкин картти" проект шайӗнче "Авалхи календарьпе" пӗлӳ программи иртнӗ.
Программа вӑхӑтӗнче ҫамрӑксене халӑх календарӗ мӗнле йӗркеленни ҫинчен каласа панӑ. Малалла викторина "Авалхи япаласен тӗнчине çулҫӳрев" иртнӗ.
Авалхи йӑла япалисем - уйрӑм тӗнче. Кашни ҫыннӑн чӗринче авалхи япаласем ҫинчен асӑну пурӑнать. Ҫавӑн пекех чӑваш йӑли-йӗркин япалисен куравне те йĕркеленĕ. Вӗсен кашнин хӑйӗн историйӗ, вĕсем ҫынсен пурнӑҫӗ ҫинчен каласа параççĕ. Ачасем халӑх календарӗ тата авалхи йӑла-йӗркесем ҫинчен нумай ҫӗнӗлӗхпе кӑсӑклӑ япаласем пӗлнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Авалхи йӑла япалисем - уйрӑм тӗнче
Авалхи йӑла япалисем - уйрӑм тӗнче
Авалхи йӑла япалисем - уйрӑм тӗнче
Авалхи йӑла япалисем - уйрӑм тӗнче
Авалхи йӑла япалисем - уйрӑм тӗнче
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: