Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
22 Апрелӗн 2022, 13:03

Ача-пăча искусство шкулĕн ачисем çĕнтерÿпе таврăннă

Конкурсран ансамбль иккĕмĕш степень лауреат ятне тивĕç пулса таврăнчĕ.

Ача-пăча искусство шкулĕн ачисем çĕнтерÿпе таврăннă
Ача-пăча искусство шкулĕн ачисем çĕнтерÿпе таврăннă

"Юкталинки" фольклор ансамблӗ (преподавателĕ Дарья Юрьевна Федорова) Октябрьски зонӑри ача-пӑча музыка шкулӗсем хутшăнакан Октябрьскинчи методика пӗрлешӗвӗн фольклор коллективӗсен зонӑри конкурсӗнче пулчĕ. Унтан иккĕмĕш степень лауреат ятне тивĕç пулса таврăнчĕ. Ансамбль йышне Радмилла Ахмадуллина, Камила Баширова, Аркадий Иванов, Ринат Миннигалин, Анастасия Павлова, Кристина Николаева искусство шкулĕн пулас выпускникĕсем кӗчĕç. Ансамбле хутшӑнакансенчен пӗрне ирӗксӗртен улӑштарнӑ май ансамбле пулӑшма Пишпÿлекри 1-мӗш вӑтам шкулта вĕренекен Ангелина Константинова пычӗ. Ачасем "халӑх обрячӗн фрагментне пурнӑҫлани" номинацие хутшӑнчӗҫ, вырӑс халӑх йӑли-йӗркипе Улмуҫҫи сăпасӗн уявне тӑратрӗҫ. Хутшӑнакансен ашшӗ-амӑшӗсем пур енӗпе те пулӑшрĕç. Ачасем конкурса тĕплĕ хатӗрленчӗҫ, шкула кашни ир 8.30 сехет тӗлне пычӗҫ, кунне виҫшер сехет, виҫӗ эрне хушшинче репетици турӗҫ. Реквизитсене ансамбль участникĕсем хăйсен аллипе тунӑ. Ангелина Константиновнӑна вӑл ансамбле пулӑшнӑшӑн, сӑмахсене, юрра, ташлама кӗске вӑхӑтрах вӗреннӗшӗн, ҫавӑн пекех оркестрта хӑйӗн партине юрланӑшӑн уйрӑм тав тӑвас килет, вăл ачасемпе пӗрле сцена ҫине тухрӗ, роль выляма хӑнӑхрӗ те хӑйне питӗ шанчӑклӑн кӑтартрӗ.

Пирӗн пирĕн ансамбльшӗн ку пысӑк ҫӗнтерӳ! Малашне те çапла пуласса шанатăп!

Дарья ФЕДОРОВА,

Пишпÿлекри Ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Дарья ФЕДОРОВА.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Ача-пăча искусство шкулĕн ачисем çĕнтерÿпе таврăннă
Ача-пăча искусство шкулĕн ачисем çĕнтерÿпе таврăннă
Ача-пăча искусство шкулĕн ачисем çĕнтерÿпе таврăннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: