Кăçал Библиокаç-2022 питӗ паха та тӗрӗс тема — йăла-йĕркесем. Кризиссемпе уҫӑмсӑрлӑх тапхӑрӗнче вӑл пире тытӑнса тӑма пулӑшакан ҫирӗплӗх. Йăла-йĕркесем час-часах ҫулталӑкӑн, эрнесен, кунсен ритмне палӑртаҫҫӗ.
Пишпÿлекри тĕп раойн библиотекинчи чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен секторта библиокаç акцийӗ шайӗнче йӑласем çинчен калакан "Чӑваш халӑхӗн симӗс ылтӑнӗ" мероприяти иртрӗ. Импровизациленӗ килти кӗтесре солод валли урпа авӑртакан арман та, чугунсемпе ухват та, йывӑҫ витре те, корзинкӑра тутлӑ шӑршлӑ хӑмла та курма пулнӑ. Фольклор улахне хутшӑнакансем хӑмлан вӑрттӑн вӑйӗ ҫинчен, ӑна ӑҫта тата мӗнле ҫитӗнтерни ҫинчен пӗлнӗ. Хӑмлапа сӑра тӑварӗнче усӑ курни çинчен чӑваш чӗлхине тата культурӑна юратакансен "Салампи" клубне хутшӑннӑ Клавдия Алексеевна Яковлева каласа тата таса чӑваш сăрипе хӑналанă. Ҫак каҫа хутшӑнакансенчен нумайӑшӗ ҫак алкогольсӗр шӗвеке пӗҫереҫҫӗ иккен, вӗсем хаваслансах хӑйсен рецепчӗсене каласа панă. Мероприятие юрӑсем: чӑваш, вырӑс, халӑх, кĕреке юррисем илемлетнĕ...
Сăнÿкерчĕкĕсем: чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен секторăн социалла сетьри страницинчен.