Хурӑн - Çимĕкĕн тӗп паллисенчен пӗри. Хурӑн турачӗсемпе чÿрече хупписене, чӳречесене, пӳрт-ҫурта, хӳмесене Çимĕкре илемлетсен, ку сывлӑх, тасалӑх тата ҫемьере ырлӑх кӳрет тесе шутлаҫҫӗ. Пăслăк хӗрӗсем те, ҫак йӑлана пӑхӑнса, Пăслăкри культура çурчĕн хӳмине хурăн турачӗсемпе матурлатнă, Çимĕкри ташӑ каҫне илемлӗ те кӑмӑллӑ ирттерме.
Çимĕкре хӗрсем вӑйӑ вылянă. Кун пек вӑййа килти тумпа мар, илемлӗ те чи хитре тум тăхăннă.
Акӑ Пăслăк артисчӗсем те хӑйсен чи лайӑх костюмӗсене "Вăййа" тăхăннă. Халӑхран пухнӑ чӑвашла юрӑсем халӑх фольклор ансамблӗ "Ҫӑлкуҫ" юрлани, "Тӑван кĕвĕсем" халӑх юрă ансамблӗн паллӑ юррисем, "Новая волна" ушкӑн ташши Çимĕкри концерта илемлетнĕ.
Уяв ячӗпе, хаклӑ ял ҫыннисем.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.