Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
12 Июлӗн 2022, 09:33

Çак кун виçӗ çăлкуç шывӗпе çăвăнаççӗ

Утă уйăхӗн 12-мӗшӗнче православи тӗнӗпе пурăнакансем Петӗрпе Павăл апостолсене асăнаççӗ. Халăхра ăна Питрав кунӗ теççӗ.

Çак кун виçӗ çăлкуç шывӗпе çăвăнаççӗ
Çак кун виçӗ çăлкуç шывӗпе çăвăнаççӗ

Утă уйăхӗн 12-мӗшӗнче православи тӗнӗпе пурăнакансем Петӗрпе Павăл апостолсене асăнаççӗ. Халăхра ăна Питрав кунӗ теççӗ. Питрав – çуллахи паллă уявсенчен пӗри. Мӗн авалтан çак вăхăт тӗлне халăх утă çулса типӗтме тăрăшнă. Çак кунран çанталăк кăштах улшăнать, майӗпен кӗр çывхарнине систерме пуçлать. Питравра куккук пырне урпа пучахӗ ларать тени те тӗрӗсех – куккук  авăтма пăрахать. Куккук Питравччен пӗр эрне маларах авăтма чарăнсан, хӗл кая юлса килет тесе сăнанă халăхра. 

Ватăсем каланă тăрăх, хурăн милӗкне те Питравччен хатӗрлемелле. Питрав кунне хӗвел уявӗн кунӗ те тенӗ. Пӗлтерӗшӗ акă мӗнре: çак кун хӗвел выляса тухать теççӗ. Ӗлӗк ватăсем хӗвел тухасса сăнасах тăнă. Çамрăксем ял пуçне, тӳпемрех вырăнсене выляма тухнă. Кăвайт чӗртнӗ, хӗвел тухасса кӗтсе çунакан кăвайт тавра карталанса юрăсем юрласа çаврăннă, вăйăсем выляса çӗр каçнă. Çак кун виçӗ çăлкуçӗнчи Питрав шывӗпе çăвăнма каланă. Çак йăла çынна чунлăх, кăмăл-туйăмпа сăпайлăх кӗртме пулăшать тесе ӗненнӗ. Каçсерен хӗрсем çерем çине тухса карталанса юрăсем юрланă, чуччу ярăннă. Ялти ватăсем килтен киле çӳресе уяв тунă. Ял çыннисем Питрава пӗр-ик эрне маларах хатӗрленме тытăннă.  Вӗсем кил-çурта, урама тирпей-илем кӳнӗ. Хӗрарăмсен вара тата пысăкрах ӗç пулнă – сăра вӗретесси. 

Питрава кашни киле тенӗ пекех кӳршӗ е аякри ялсенчен хурăнташӗсем лашасем кӳлсе килнӗ, пӳрт тулли хăна-вӗрле шавланă. Така пусса шӳрпе пӗçерсе çинӗ, кил хуçи хӗрарăмӗсем вара çырла кукăлӗ янтăланă. Питрав умӗн е Питрав кунне туйсем нумай пулнă. «Питрав кун авланакан е качча каякан çемье пурнăçӗнче телей курать», – тенӗ ваттисем. Питрав хыççăн туй тума юраман, мӗншӗн тесен хӗрӳ вăхăт пуçланнă. Çак кунран пуçласа чăваш хӗрӗсемпе каччисем вăййа тухма пăрахнă.

ЧНК пресс-служби хатӗрленӗ. 

А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/cak-kun-vic-calkuc-shyvpe-cavanacc

Çак кун виçӗ çăлкуç шывӗпе çăвăнаççӗ
Çак кун виçӗ çăлкуç шывӗпе çăвăнаççӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: