Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
18 Июлӗн 2022, 18:28

Пушкӑртстанри Аургазă районӗнче чӑваш культурин регионсен хушшинчи фестивалӗ иртнӗ

"Ҫак туслӑх - пирӗн тӗп пуянлӑх", - палӑртнă Хабиров.

Пушкӑртстанри Аургазă районӗнче чӑваш культурин регионсен хушшинчи фестивалӗ иртнӗ
Пушкӑртстанри Аургазă районӗнче чӑваш культурин регионсен хушшинчи фестивалӗ иртнӗ

Аургазă районӗнчи Толбазы ялӗнче чӑваш культурин "Уяв" регионсен хушшинчи виҫҫӗмӗш фестивалӗ иртнӗ. Фестивале икӗ ҫулта пӗрре ирттереҫҫӗ, унта Пушкӑртстанри хуласемпе районсенчен фольклор коллективӗсем тата Чӑваш Енри хӑнасем пухăнаççĕ. Кун ҫинчен ПР Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑйӗн телеграм-каналӗнче ҫырнӑ.
"Уяв" - халӑх уявӗсенчен пӗри. Илемлӗ, хаваслӑ, шавлӑ, вӑйӑ-кулӑпа, спорт ӑмӑртӑвӗсемпе, хӑналӑвӗсемпе яланах утӑ ҫулас умӗн иртет, ҫӗр ҫуркуннехи уй-хир ӗҫӗсем хыҫҫӑн канать", - ҫырнă Радий Хабиров.
Вăл пурне те чаплӑ уяв ячӗпе саламласа, Пушкӑртстан - нумай нациллӗ республика, тӗрлӗ халӑх представителӗсем ӗмӗр-ӗмӗр хӑйсен йӑлисене, чӗлхисене упраса, килӗштерсе пурӑннине палӑртнă.
"Ҫак туслӑх - пирӗн тӗп пуянлӑх", - палӑртнă Хабиров.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировӑн телеграм-каналӗнчен.

Пушкӑртстанри Аургазă районӗнче чӑваш культурин регионсен хушшинчи фестивалӗ иртнӗ
Пушкӑртстанри Аургазă районӗнче чӑваш культурин регионсен хушшинчи фестивалӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: