Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
13 Августӑн 2022, 11:57

Ваттисен йӑли паянхи пурнӑҫра

#чӑвашсем, #йӑла-йӗрке, #шухӑшсем, #чӑвашлӑх

Ваттисен йӑли паянхи пурнӑҫра
Ваттисен йӑли паянхи пурнӑҫра

Ваттисен йӑлине пӑхӑнасси паянхи кун темле кивӗ, ниме тӑман, юрӑхсӑр япала шутланать тесен йӑнӑшмастӑп пуль. Паянхи кун пирӗн пурнӑҫра компьютер-смартфон таврашӗпе тивӗҫлӗ шайра усӑ курма пӗлесси хисепленет, модӑпа тан пыни тата ытти те. Пирӗн мӑн асаттесем пире хӑварнӑ йӑласем вара манӑҫа тухаҫҫӗ.

Ваттисен йӑли
Ваттисен йӑли тенӗ чухне пӗр енчен хамӑр авалхи тӗн пирки калама пулать (тепӗр тесен, йӑла-йӗрке унта самай вырӑн йышӑннӑ), тепӗр енчен вӑл йӑласем нимӗнле тӗнпе те ҫыхӑнмаҫҫӗ. Калӑпӑр, хӑнана кайнӑ май (ахаль кӗрсе тухнӑ чухне те!) мӗнле те пулин парне илсе каяссине православи тӗнне, е ислам тӗнне йышӑннӑшӑнах пӑрахмалла-и? Ҫук-ҫке. Тӗнпе ӗненӳ вӑл пӗр япала, ваттисен йӑли — тепӗр япала.
Ваттисен йӑли шутне эп, сӑмахран, хӑнана кайнӑ чухне парнепе кайнине, сӗтел хушшине ларнӑ май чи малтан ватӑ ҫынна сӑмах панине, сӗтел пуҫне чи сумлӑ ҫынна (ҫак вырӑна ачасене лартнине пӗрре мар куратӑп!) лартнине тата ытти ҫавнашкал манӑҫа тухса пыракан йӑлана кӗртетӗп.
Хамӑрӑн чӑваш чӗлхипе кулленхи пурнӑҫра сахалрах та сахалрах усӑ курнишӗн эпир пӑшӑрханатпӑр пулсан, ку тӗлӗшпе кӑшт та пулин ӗҫсем тӑватпӑр пулсан, ваттисен йӑли-йӗрки пирки пушшех те маннӑ теме пулать. Е, тен, йӑнӑшатӑп? Таврари пурнӑҫа сӑнатӑп та хӑнана килекенсем мӗн те пулин илсе пынине сайра хутра тӗл пулатӑп. Пуш алӑпа кам патне те пулин каяссинче ним япӑххине те курмаҫҫӗ. Ют ҫын патне мар-ҫке, пӗлӗш-тӑван патне каяҫҫӗ...
Асӑрхӑр: хӑнана пуш алӑпа кайманни валли нимӗнле чӗлхе ыйтӑвӗ те чармасть. Чӑвашла маннӑ пулин те йӑлине тытса пыма нимех те кансӗрлемест-ҫке. Ку тӗлӗшпе мӗн калама пултаратӑп? Сӑлтавӗ кунта чӑвашла маннинче те пур ӗнтӗ. Чӑвашла манса ҫын тем тесен те хӑйне урӑх халӑх ҫынни пек туйма пуҫлать, тӑван халӑхӑн йӑли-йӗрки те уншӑн ют пулса юлать. Ахальтен мар ӗнтӗ эп ҫуралнӑ тӑрӑхра юнӗпе чӑваш пулин те анчах вырӑсланнӑ ҫынна вырӑс теҫҫӗ.

Пиллени пирки сӑмах
Ку йӑла та манӑҫа тухса пырать. «Пилне кура Тур парать тет», — тенӗ чӑвашсем. Туйсене эп ытлашшиех ҫӳремен пулин те ҫавах та хам пулса курнӑ туйсенче те пил панисем сайтра тӗл пулаҫҫӗ. Паянхи ашшӗ-амӑшӗ пиллеме те пӗлмест тесен йӑнӑш мар пуль. Ҫук, сайра хутра пур ун пеккисем, тӗл пулаҫҫӗ. Анчах ҫапах та халӑхӑн ытларах пайне илес пулсан — маннӑ. Пиллессинчен лайӑхрах паянхи кун вӗсем тост калама пӗлеҫҫӗ. Уйрӑмах кавказри халӑхсенни пек мӗн те пулин ҫавӑрттарса калама пултарсан пухӑннӑ халӑхӗ те ай мухтаҫҫӗ вара ҫав ҫынна. Апла мар-им? Пиллени вара чӑваш халӑхӑн пурнӑҫӗнче самай пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Ҫемье ҫавӑрнӑ чухне ҫеҫ мар, ытти йӑла-йӗркере те вӑл час-часах пулнӑ.
«Пилсӗр этемрен телейсӗр пулас та ҫук», — тенӗ пирӗн асаттесем. Апла-тӑк, хӑвӑрӑн ачӑрсемпе мӑнукӑрсене телейлӗ тӑвас тетӗр пулсан смартфонсем мар илсе памалла. Тепӗр тесен смартфон парнеленӗ май та пиллеме пулать. Тен, вара сирӗн ачӑр е мӑнукӑр, унпа выляс вырӑнне мӗнле те пулин тупӑш тума вӗренӗ, хӑйӗн пурнӑҫне шыв юххи пек юхтарса ямӗ.
Тата. Ялти (хулара та ӗнтӗ!) ҫамрӑксене сӑнатӑп та юлашки вӑхӑтра нумайӑшӗ эрехе путнине куратӑп. Чип-чипер ӗҫлесе пурӑннӑскерсемех черкке ӑшне путнине сахал мар сӑнатӑп. Шухӑшлатӑп та, тен, сӑлтавӗ кашни утӑмра эрех-сӑра сутнинче мар, тен, вӗсене ашшӗ-амӑшӗ пиллеменнинче? Лавккари сентресем ҫинче эрехӗ сахал мар пулин те пурте ӗҫке ермен-ҫке... Хуҫалӑхӗсене типтерлӗ тытса пыракансем те пур.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Малалли пулать.

#чӑвашсем, #йӑла-йӗрке, #шухӑшсем, #чӑвашлӑх
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://forum.na-svyazi.ru/

Ваттисен йӑли паянхи пурнӑҫра
Ваттисен йӑли паянхи пурнӑҫра
Автор:
Читайте нас: