Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
18 Августӑн 2022, 19:09

Халӑх вӑййисем - пирӗн пата тахҫантанпах килнӗ вӑйӑсем

Мероприятине ӑшӑ та туслӑ атмосферӑра ирттернӗ.

Халӑх вӑййисем - пирӗн пата тахҫантанпах килнӗ вӑйӑсем
Халӑх вӑййисем - пирӗн пата тахҫантанпах килнӗ вӑйӑсем

Кистенлӗри культура ҫуртӗнче "Ача-пӑча наци вӑййисем" вӑйӑ программи пӗлӳллӗ те интереслӗ иртнӗ. Программа пуҫламӑшӗнче ачасем чӑваш йӑли-йĕркисем, наци вӑййисем ҫинчен пӗлнĕ. Халӑх вӑййисем – пирӗн пата тахҫантанпах килсе этникла уйрӑмлӑхсене шута илсе тунӑ вӑйӑсем. Вӗсем ача пурнӑҫӗн хальхи обществăри уйрӑлми пайӗ, вӑл пӗтӗм этемлӗх хаклӑхӗсене ӑнланса илме май парать. Ачасемшĕн "Ята тавҫӑрса ил" вӑйӑ интереслӗ иртнӗ, "Хӑваласа çит", "Суккӑр", "Пулăçă" хускануллă вăйăсене хаваслӑ вылянă. Кашни вӑййа валли чӑваш шутлавҫисем пулӑшнипе ертÿçĕ суйланӑ. Ачасем вăйăсене хаваслансах хутшăннă. Мероприятине ӑшӑ та туслӑ атмосферӑра ирттернӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.

Халӑх вӑййисем - пирӗн пата тахҫантанпах килнӗ вӑйӑсем
Халӑх вӑййисем - пирӗн пата тахҫантанпах килнӗ вӑйӑсем
Халӑх вӑййисем - пирӗн пата тахҫантанпах килнӗ вӑйӑсем
Халӑх вӑййисем - пирӗн пата тахҫантанпах килнӗ вӑйӑсем
Халӑх вӑййисем - пирӗн пата тахҫантанпах килнӗ вӑйӑсем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: