

"Пушкин картти" программа шайӗнче сентябрӗн 7-мӗшӗнче Хушăлкари ял библиотеки Газизова ӑстаҫӑна Хушăлкари вăтам шкула чӗнсе пушкăрт орнаменчĕпе "Шӑрҫаран тунӑ браслет" пуҫлакансем валли мастер-класс йӗркеленӗ. Хӗрачасем орнаментӑн тӗслӗ гамми тата Пушкӑртстанри халӑхсен ултӑ орнамент комплексӗ ҫинчен пӗлнĕ. Унта хутшӑнакансенчен кашниех браслет тума хӑтланса пӑхнă, хӑйсен эрешӗсем валли тӗссемпе схемӑсем хӑйсем тӗллӗнех суйласа илнĕ. Г.Р. Газизова алӑ ӑсти тӗп техникӑсем ҫинчен, материалсемпе чечексем суйлани ҫинчен, ӗҫе мӗнле пуҫламаллине тата мӗнле вӗҫлемеллине каласа панă. Вӗтӗ шӑрҫапа явасси ҫӑмӑл ӗҫ маррине пурте ӑнланнă, унта яланах чӑтӑмлӑх, тÿсĕмлĕх тата илем тӑвас кӑмӑл кирлӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.